Çĕнĕ шупашкарта «Сокол» Пăр керменĕнче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ уçăлнă

 Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ шупашкарта «Сокол» Пăр керменĕнче «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ уçăлнă, мероприятие Раççейри тата 20 çĕр-шыври 2 пин ытла хăна хутшăннă, вĕсем пурте тенĕ пекех физкультурăпа спорт тытăмĕпе çыхăннă çынсем. Пухăннисене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче спорта аталантарассин йĕрки çирĕп пулса пымаллине, çĕр-шывăн шалти ĕçĕнче пурнăçланмаллине асăннă. Халăхсем хушшинчи ĕçсене хутшăнма Раççей яланах хатĕр. Чăн-чăн спортăн хĕрри те нацийĕ те çук, вăл нимĕнле политикăна та кĕмест.  Унăн тĕп тĕллевĕ – пĕрлĕх, пĕрлешӳ, шăпах çаксем унăн пысăк витĕмĕсем», - тесе палăртнă Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин. Раççей спорт Министрĕ Владимир Мутко, форума пухăннисене саламланă май, çакăн пек пысăк мероприяти тĕнчипех физкультурăпа спорта кăмăл тăвакансене пуçтарнине асăннă. Вĕсем шутĕнче: регионсенчи влаç органĕсенче тимлекенсем, регионсен ертӳçисем, тепĕр тесен – спорта юратакансем», - тенĕ.  Виталий Мутко Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пек ăшшăн ырă сунса кĕтсе илнишĕн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Енре мероприятие ирттерессине ăнсăртран суйласа илменнине палăртнă. «Юлашки çулсенче республика аталанăвĕн кăтартăвĕ чăнласах та çӳллĕ шайра пулни куç кĕретех. Спорт объекчĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланса пырать. Куллен спора çӳрекенсен йышĕ ӳссе пыни пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Ушкăнлă физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре çĕнĕ йышши технологисене пурнăçа кĕртсе пыни те паха», - тесе каланă Раççей спорт Министрĕ. Ларура физкультурăпа спорта аталантарас ĕç патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине каланă. Юлашки вăхăтра ГТО комплексне çĕнетсе ярасси физкультурăпа спорта модернизацилессипе çыхăннине каланă. Спорта аталантарса пыма пысăк проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, сахал мар укçа-тенкĕ те тăкакланать. Тĕнче шайĕнчи мероприятисем чи çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерни никамшăн та вăртăнлăх мар. «Спортăн чикĕ пулмалла мар», - тесе çирĕппĕн каланă Виталий Мутко. РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ физкультурăпа спортăн тĕрлĕ енĕсем пирки чарăнса тăнă. «Спорт енĕпе медальсем çĕнсе илессипе - Раççей малтисен шутĕнче. Çав-çавах спортра тупăшу çивĕчленсех пырать, медальсене тивĕçме йывăрланать. Ăнăçусем, пĕлсе ĕçленинчен те нумай килет. Спорта валли резерв хатĕрлесси те кун йĕркинчех пулмалла. Паян, тренерсене кирлĕ пек спортсменсене суйласа илме майсем çителĕклĕ. Чи ăста спортсменсене аталанса пырасси çине ытларах тимлĕх уйăрăпăр», - тесе палăртнă  Аркадий Дворкович.  РФ Патшалăх Думини Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ, Раççейри Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек пысăк мероприятисене йĕркелесе ирттерни, ытларах çынсене спорта явăçтарма май панине асăннă.  Çамрăк ăру спорта кăмăл тутăр тесе, сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕренччĕр тесе, ятарласа шкулсенче паллă спортсменсем уроксем ирттереççĕ, лагерьсенче мастер-классем пулаççĕ. РФ вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов ачасене мĕн ачаранах спорта явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, шкулта вренекенсем валли мĕн кирли пĕтĕмпех спорт хатĕрĕсем  çителĕклĕ таран пулнине каланă. Тĕплĕнрех

 



09 октября 2014
19:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter