Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева республикăра физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă

 Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Çĕнĕ Шупашкарта 3№-лĕ СДЮСШОРта спорт комплексĕнче пулнă. Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Президент çумĕнчи Канашĕн ларăвне ирттернĕ. Палăртнă ĕçе Канашĕн членĕсем, Атăлçи федераллă округпа РФ Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  хăш-пĕр регионсен, Раççейри спорт федерацийĕн ертӳçисем, Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членĕсем хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн 2016-2020-мĕш çулсенче спорта аталантарса пыма пурлăхпа техника базине пуянлатассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, çĕр-шывра физкультурăпа спорт мероприятийĕсене йĕркелесе иртерессин ыйтăвĕсем пирки канашланă.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче халăх хушшинче массăлла спорта аталантарасси çине тимлĕх уйăрнă. «Пĕлетĕп, паян ир-ирех спорт мероприятийĕ анлăн иртнине. Пĕтĕм тĕнчипех çуран утмалли куна ирттереççĕ. Пирĕн чăнласах та ушкăнпа иртекен спорт мероприятийĕсем анлăн сарăлнă. Калăпăр, йĕлтĕрпе чупассипе, хăвăрт утассипе, çуран чупассипе тата ытти те. Анчах та, эпĕ астунă тăрăх, нихăçан та çуран утассипе ятарлă кун йышăнманнине. Маншăн, шăпах, нумаях пулмасть, çуран утмалли кун пулчĕ.  Тусем тăрăх 9 çухрăм патнелле утрăм, паянхи кун та  кĕлетке-çурăм пĕтĕмпех ыратать.  Сире тепĕр хут çирĕплетсех калама пултаратăп, палăртнă мероприяти пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тата çитменнине питĕ усăллă. Чи пахи – паян çак Çуран утмалли куна Чăваш Енре йĕрелени, мĕншĕн тесен, чăнласах та регион хăвăрт утассипе, спорт енĕпе сумлисен хисепĕнче. Пирĕн пурсăмăрăн та савăнса тăмалла, çакăн пек ырă тĕслĕхшĕн», - тесе уççăн каланă ырă шухăна Раççей Президенчĕ. Вăл çавăн пекех 2020 çул тĕлне Раççейре куллен спорта çӳрекенсен хисепĕ 40 процента çитмеллине асăнса хăварнă, халлĕхе ку кăтарту 27,5 процент пулнине палăртнă. Ларура РФ спорт Министрĕ Виталий Мутко тата РФ вĕренӳпе наука Министрĕ Дмитрий Ливанов тухса калаçнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн доклатĕнче çамрăксен политикинче физкультурăпа спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине асăннă. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма  вĕрентесси патриоитла воспитани пулса тăнине каланă. Республикăра спортăн инфратытăмне аталантарса пыма РФ 2006-2015çулсенче физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевлĕ программăпа, спортăн 50 объектне реконструкцилеме тата çĕнĕрен хăпартса лартма май килнине палăртнă. Республикăри мĕн-пур районсемпе хуласенче физкультурăпа спорта аталантарса пыма   вăтамран 110-120 миллионшар тенкĕллĕх ФОКсем хута кайнă.  Пур объектсене те ачасемпе çамрăксен  спорт шкулĕсене панă. Ку паллах, чи лайăххи. Пуçласа юлашки 20 çул хушшинче ачасен çураласлăхĕ, пурнăçран уйрăлса каякансенчен ытларах пулни савăнтарать, кăтарту ӳсĕмĕ юлашки виçĕ çул хушшинче уйрăмах. Демографи лару-тăрăвĕ  кăтартуллă пулни, пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче, республикăра демографи лару-трăвĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ лайăх ĕçленине кура, социаллă политика, физкультурăпа спорт тата ытти енсем кăтартуллă пурнăçланса пынине кура ӳссе пынине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева республикăна ăнăçлă ертсе пынишĕн, физкультурăпа спорта аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнишĕн тата çитменнине республика Пуçлăхĕ хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, спортпа туслă пулса, ыттисене те явăçтарма пĕлнишĕн, çамрăксемшĕн чăнласах та чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртса хăварнă. Чăваш Республики чăнласах та спортпа туслă регион пулнине  тепĕр хут та çирĕплетсе пачĕ мĕн пур пухăннă хăнасемпе хула çыннисене.  Тĕплĕнрех

 



09 октября 2014
18:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter