Кĕçĕн ӳсĕмрисене шкул çулне çитменнисен организацийĕсенче вырăнпа ытларах тивĕçтерес, черете пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ

«Вĕренӳ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренӳ пулса тăрать. Пепкесене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессине эпир сирĕнпе йĕркеллĕн пурнăçлатпăр. Патшалăх тата муниципалитет вĕренӳ учрежденийĕсемсĕр пуçне Чăваш Енре патшалăхăн мар 6 ача сачĕ, çавăн пекех уйрăм çын тытса тăракан 20 ытла центрпа студи пур. Вĕсем шкулчченхи ӳсĕмри ачасене пăхса тата асăрхаса тăрас ĕçе пурнăçлаççĕ. Çулталăк çурăчченхи ӳсĕмрисене эпир ача сачĕсенчи вырăнсемпе 2015 çулта тивĕçтеретпĕр. Республикăри шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕсенче 3 çултан аслăрах ачасен черетне вара, паян çакна çирĕплетсех калама пулать, пĕтĕмпех пĕтернĕ!» - тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх канашне янă çырура. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăн ĕç тăвакан органĕсем РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Хушăвне епле пурнăçланине уçăмлатма черетлĕ лару ирттернĕ. Унта хутшăнакансем кĕçĕн ӳсĕмрисене шкул çулне çитменнисен организацийĕсенче вырăнпа ытларах тивĕçтерес, черете пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Черетсене пĕтерес ыйтупа пирĕн республикăра чылай ĕç туса ирттереççĕ. Акă кăçал 14 ача сачĕ хута каймалла. Унта 2616 ача вырнаçтарма палăртаççĕ. Çитес çул тата 12 çĕклеме палăртнă. Пуррисене юсаса 1060 вырăн хатĕрлесшĕн. Шкул çулне çитменнисен 75,2 проценчĕ ача садне çӳренине палăртать  Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов. Кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 34 пин ачана шута илнĕ. Вăл шутра 15,4 пинĕшĕ çулталăк çурăран, 1,1 пинĕшĕ виçĕ çулран аслăрах. Тĕпренчĕкĕ виççĕ тултариччен канма ирĕк пур хĕрарăмăн. Анчах ача пăхнăшăн паракан пособие çулталăк çурăччен тӳлеççĕ.

Татьяна НАУМОВА



01 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter