Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Канашлăва пухăннисене чи малтанах Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă. Сăмаха май, чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулакан уява çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме сĕннĕ.  Республика Пуçлăхĕ 2014 çулта юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче, 2013 çулта РФ регионĕсен ĕç-хĕлне хакласа  3 млрд. 484 млн. ткнкĕ гранта валеçсе пани пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Рейтинга тĕрлĕ енчен пăхса тухнă: ĕçсĕррисен хисепне чакарнин кăтартăвне, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе, социаллă политика аталанăвне, тăлăхсен шутне чакарнинипе çурт-йĕр ыйтăвĕн кăтартăвĕсем те пĕп вырăнта пулнă. Çакăн пекех налук пухасси, инвестици хывассине, бюджет ыйтăвĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарса пырасси, халăхăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнин кăтартăвĕ те çӳллĕ шайра пулни куç кĕретех.  Республика Пуçлăхĕ пĕтĕм кăтартăва пĕтĕмлетӳ тунă хыççăн, эффективлă ĕçлесе пынишĕн 20-мĕш вырăнтан 14-мĕш вырăна Чăваш Республики çитсе ларнине каланă. Чăваш Республикине преми шучĕпе 165 млн. 59 пин тенкĕ уйăрса пама палăртнă савăнăçлă хыпара  каланă. «Панă пулăшупа ача садне хута ярăпăр. Шупашкар хулин администрацийĕн пĕр-пĕр пĕчĕк районта ятарлă вырăн тупса хатĕрлемелле», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Безруков çĕнĕ урамри çуртсене çутă кĕртесси ыйту пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене çутăсем кĕртесси программăпа килĕшӳллĕн 223 объектра ĕçсене пурнăçлама йышăннă, вĕсене валли 321,7 млн. тенкĕ тăкакланма та палăртнă. 2010 çултан пуçласа 2014 çул юпа уйăхĕн тĕлне 217 объектра строительство ĕçне пурнăçланă, 147 объектра çутăпа çыхăнтарнă, 110-шне муниципалитет харпăрлăхĕ çине куçарса регистрацилеме те ĕлкĕрнĕ. Кăçлалхи çул раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне  республикăри çĕнĕ урамсене пурне те электричество сечĕсемпе çыхăнтарса пĕтерме хушса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство министерствине. Муниципалитетсене çуртсенче харпăрхăйĕн хутса ăшăтмалли системăна куçарас ыйтăва та татса памалла. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самлойлова грипран асăрханас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ профилактика ĕçĕсем пирки тĕплĕн каланă. Кăçлалхи çул юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра 246 401  çынна прививка тунă. (Республикăра мĕн пур пурăнакан халăхран 20 процент шутланать). Ĕçе организацисемпе предприятисен шучĕпе йĕркелесе ирттересси пирки асăннă, активлăрах халăха хутшăнма ыйтнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче 2014 çулта ача сачĕсене хута янин кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Министр каланă тăрăх, кăçал пурĕ 14 ача сачĕ çĕклесе лартма йышăннă, халлĕхе 3 ача садне хута янă. Чӳк уйăхĕнче  ача садне тăваттă, раштав уйăхĕнче 8 объект хăпартса лартма палăртнă», - тесе каланă министр Владимир Иванов. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерстрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ  Евгений Юшин хăйĕн доклатĕнче гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттермелли проектпа-смета ĕçĕсем пирки каласа хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче республикăра юрăхсăр эрех-сăра сутассине çирĕп тĕрĕслеве илнине палăртнă. «Эпир 25 организацине эрехе сутма ирĕк паракан лицензие хирĕçленĕ, 3 лицензие судпа шыраса илнĕ», - тесе каланă министр. Республика Пуçлăхĕ апат-çимĕç таварĕсен пахалăхне те çирĕп асăрхаса тăмаллине, предпринимательсем хушшинче конкуренци пулмаллине палăртнă. Суту-илӳре ял хуçалăх таварĕсене ытларах тăратмаллине, халăх патне экологи енчен таса апат-çимĕçе илсе çитермеллине асăрхаттарса хăварнă.  Тĕплĕнрех



01 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter