Республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă

Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна Правительство членĕсеме тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ирттернĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетмелии лагерьсенчи шыв сооруженисене хута ярассин ыйтăвĕпе Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Безруков тĕплĕн паллаштарнă, хăйĕн доклатĕнче Муркаш районĕнчи Шомиково ялĕнчи лару-тăру пирки каласа хăварнă. Палăртнă районта тăватă лагерь. Калăпăр, «Лесная сказка» лагерьте сооружение 2013 çулта хута янă. Унăн строительство ĕçĕ 10,83 млн. тенкĕллĕх кайса ларнă. Иван Моторин доклада тĕплĕн итленĕ хыççăн, çитес çулта объектсене пурне те хута ямалли пирки асăрхаттарса хăварнă.  2014/2015 çулсенче граждансене шыв-шуртан асăрхас енĕпе йышăннă мерăсем пирки Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ  Вениамин Петров каласа кăтартнă. Чăваш Енри ГКЧС çăлавпа шырав служби ĕçчешсене кулленех вĕрентсе пынине палăртнă. Шывра водолазсен хăйне евĕрлĕ ĕçĕсем пирки те сахал мар мероприятисем йĕркеленĕ. Пăртсан асăрхануллă пулма вĕрентсе шкулсенче ачасемпе ятарлă уроксем ирттерни те куç кĕретех.  Чăваш Енри ГКЧС председателĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăра çулталăк пуçланнăранпа шывпа çыхăннă объектсенче пурĕ 57 инкек тухнине каланă, пĕлтĕрхи çул çак тапхăртипе танлаштарсан – 62. Вĕсенче 50 çын вăхăтсăр хăйĕн пурнăçне татнă, çав шутран 9 ача. Чи нумай тухнă инекексен хисепĕ Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене Вениамин Петров асăннă ыйтусемпе тĕплĕн ĕçлесе пыма бюджетран кирлĕ пек укçа-тенкĕ пăхса хăварма сĕннĕ. Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Евгений Еландаев çулталăк валли техника хатĕрĕсене техтĕрĕслев кăларнин кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, 2014 çул чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 23050 тĕрлĕ техникăна шута илнĕ,  ӳсĕм паллах пур, 525 чухлĕ, процентпа илес пулсан 2. ӳсĕм. АПК - 25,4, харпăрхăй секторта - 52,3 %, промышленноç предприятийĕсенче - 22,3%. Машинăсен паркĕ çĕнĕ йышши хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе пуянланса пырать. Республикăра ял хуçалăх тытăмĕнче тимлекенсем ытларах энергорессурсене перекетлеме май паракан техника хатĕрĕсене кăмăллаççĕ. Евгений Еландаев çакăн пекех, техникăсене хатĕрлесе тăратнă курав çĕнтерӳçисем пирки те каласа хăварнă. Вĕсенчен пĕрремĕш вырăна – Патăръел районĕнче «Труд» ЯХПК, иккĕмĕшне – Канаш районĕнчи Киров ячĕпе хисепленсе тăракан хуçалăхпа Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» агрофирма, виççĕмĕшне вара   Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» АХП тата Çĕрпӳ районĕнчи  «Авангард» ООО филиалĕн «Цивильский бекон» хуçалăх тивĕçнĕ.



10 ноября 2014
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter