Пĕтĕм Раççей шайĕнче видео çыхăу мелĕпе иртнĕ селектор канашлăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Предсетателĕ Иван Моторин хутшăннă

Раççей строительство Министрĕ Михаил Мень  Пĕтĕм Раççейĕпех йĕркелесе ирттернĕ селекторлă  видеоконфернцие  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Раççей Федерацийĕн регионĕсенче граждансене аварийлĕ пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассипе йышăннă адреслă программа еплерех пурнăçа кĕрсе пыни прки сӳтсе явнă. Министр Михаил Мень палăртнă тăрăх, 2014 çулта çĕр-шывĕпе илес пулсан, пурĕ 211 пин çынна хăтлă çуртсене куçарма йышăннă. Вăл программа пĕтĕмĕшле пĕр шай лайăх пурнăçланнине асăннă. Хăш-пĕр уйрăм регионсенче ĕç-пуç аванах пулнине те палăртнă. Çав вăхăтрах хăшĕсем йывăрлăх тӳссе пыни пирки те каласа хăварнă. Аварийлĕ çуртсенчен граждансене хăтлă çуртсене куçарасси кирлĕ пек пурнăçламанни пирки сăмах пуçарнă. Юлса пыраканнисем - Тверь, Тула, Иваново, Архангельск, Волгоград, Ленинград, Саратов, Иркутск облаçĕсем, Коми, Дагестан тата Бурят республикисем.  Чăваш Енре палăртнă программăна тĕпе хурса 13,2 пин граждăна лайăх хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Хальхи вăхăтра программăн пĕрремĕш тапхăрĕ пурнăçла кĕрет. Унăн вăхăчĕ 2013-2014 çулсем. Ку енĕпе ыйтупа кирлĕ шайра ĕçлесе пыма ятарлă кăтартусене те палăртнă.  2014 çулта - 3,03 пин граждана хваттерпе тивĕçтерме палăртнă. Ытларах çынсене кăçалхи çул вĕçĕнче, раштавра тивĕçтерĕç. Кунсăр пуçне адреслă программăпа килĕшӳллĕн, граждансене аварийлĕ пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас ыйтупа 2016 çул валли регионта ятарлă графика та çирĕплетнĕ.  



10 ноября 2014
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter