Аслăчеменсем Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă турĕç

Ĕç геройĕсене саламлатпăр,

Пуç таятпăр савса чĕререн.

Вĕсен йышĕ ÿссе нумайлантăр

Тăван ял хăват илтĕр çуллен.

2014 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Тури Чакă культура çуртĕнче Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Уява уçса Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Медведев Гаврил Федорович тата агрофирма ертÿçи Сергей Николаевич Фролов пуçтарăннисене Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕç. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмал пулманнине аса илтерсе ял ĕçченне чăтăмлăх, телейпе сывлăх, кирек епле ĕçре те ăнăçу сунчĕç. Уява Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ. Маларах ял-хуçалăхĕнчи тĕрлĕ отрасльсенче тăрăшса ырă ят илнисене ятран асăнса хăварчĕ. Паянхи кун килти хушма-хуçалăхра чылай выльăх-чĕрлех тытакансене, çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерекенсене те асăнчĕ. Аслăчеменсен мухтанмалăх ял хуçалăхĕнче тăрăшнă паллă çыннисем те пур. Ял тăрăхĕнче пурăнакан Василий Михайлович Медведев, Федор Гаврилович Иванов - «Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене парса чысланă, «Хисеплĕ колхозник» ята илнисем те вунă çын ытла. Нумай çул хушши хуçалăхра тăрăшса хисеплĕ ятсем илне çынсене саламласа ялти Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ юрăсем шăрантарчĕ. Курма килнисем ытларах фольклор ушкăнĕ шăрантарнă чăваш халăх юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ял хуçалăхĕнче тăрăшнă çынсем колхоз кĕрлесе, шавласа тăнă вăхатсене аса илчĕç. Иртсе кайнă вăхăта аса илсе чунĕсем те хурланчĕç. Сцена çинче çĕр астисен ячĕпе янăранă «Юратнă тăван уй-хир», «Хăмла пахчи», «Молодой агроном» юрăсем куракансен чунĕсене тыткăнларĕç. Куракансем юрăсене кăмăллăн ала çупса йышăнни   вырăнти артистсене татах та хăпартланса, чунтан юрлама пулăшрĕ.  



10 ноября 2014
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter