Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ĕçсен органĕсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Эсир право йĕркине сыхлассипе, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, вĕсен интересĕсемпе прависене хÿтĕлессипе çыхăннă кăткăс тата питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлатăр.

Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем хăйсен служба тивĕçĕсене пысăк профессионализмпа тата яваплăха туйса чыслăн пурнăçлаççĕ. Эсир ăнăçлă тата тухăçлă ĕçленине кура республикăра преступленисене уçса парасси лайăхланать, массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне йĕркелĕхе шанчăклă тивĕçтеретĕр. Профилактика мерисем тĕлĕшпе те тимлĕ – çакă правăна пăснă тĕслĕхсен шутне чакарма май парать. Ведомствăсем тачă çыхăну тытса ĕçлени халăх хушшинче наркомани сарăласран, çынсем ĕçкĕпе иртĕхесрен сыхланма пулăшать.

"Хăрушлăхсăр хула" аппаратпа программа комплексĕн право хуралĕпе çыхăннă сегментне йĕркелесси малалла пырать. Унăн тытăмне видеосăнав, васкавлă "гражданин – полици" çыхăну, куçакан объектсене йĕрлесси кĕреççĕ.

Паян çулсем çинчи аварисен шутне чакарас, çулçÿреве хутшăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе нумай ĕçлетпĕр, çак тĕллевпе çĕнĕ техника, çав шутра фотовидеофиксацин 46 комплексне туяннă.

Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсене, хăйсен пуян опытне çамрăк ĕçтешĕсене параканскерсене, уйрăммăн тав тăватăп. Чăваш Республикинче пурăнакансене эсир киревсĕр пулăмсенчен яланах шанчăклă хÿтĕлессе шанатăп.

Сире çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                  М.ИГНАТЬЕВ



10 ноября 2014
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter