Социаллă хÿтлĕх пурнăçа лайăхлатать

Чăваш Республикинчи социаллă аталану, сывлăх сыхлавĕ министерствин «Социаллă пулăшу памалли мерăсен центрĕ» хысна учрежденийĕн Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем кулленех нумай тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Пай начальникĕ Г.М.Григорьева çавăн çинчен каласа пама хаваспах килĕшрĕ.- Галина Михайловна, сăмахăра социаллă хÿтлĕх сферинчи тĕп ĕçсенчен пуçлăр-ха.

- Тÿрех палăртам, эпир федераци саккунĕсене пурнăçа кĕртессипе, çулланнă граждансен, инвалидсен, нумай ачаллă çемьесен социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерессипе, çынсене адреслă социаллă пулăшу парассине вăйлатассипе тăрăшатпăр.

- Мĕнле саккунсене тĕпе хурса ĕçлетĕр-ха;

- «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен хÿтлĕхĕ çинчен», «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Виле пытарни тата пытарас ĕç çинчен», «Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен», «Юн тата унăн компоненчĕсен донорстви çинчен» федераци саккунĕсем тата Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене реабилитацилесси çинчен» саккунĕсем, чăнах та, пирĕн ĕçре тĕп вырăнта. Вĕсемпе килĕшÿллĕн çăмăллăхсем парассине йĕркеленĕ. Çавна май вырăнсене тухса ĕç-хĕлпе паллашатпăр, ветерансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене тишкеретпĕр.

- Епле çăмăллăхсем панине те асăнăр-ха.

- Сăмахран, иртнĕ тăхăр уйăхра кăна «Ветерансем çинчен» саккуна реализацилесе пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшушăн тÿлеме 875, 57 пин тенкĕ уйăрса панă. «Юн тата унăн компоненчĕсен донорстви çинчен» РФ саккунĕпе килĕшÿллĕн «Раççей хисеплĕ донорĕ» тата «СССР хисеплĕ донорĕ» кăкăр çине çакмалли палла тивĕçнисене те хавхалантаратпăр.

Вĕсене 2014 çултан пуçласа çулталăкра 1 хутчен, акан 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр, компенсаци паратпăр. Унăн виçине федераци саккунĕпе палăртнă, çак хисеп кăçал 11728,00 тенкĕпе танлашнă. 68 донора пурĕ 77161,82 тенкĕ тÿленĕ. «Ачаллă граждансен патшалăх пулăшăвĕсем çинчен» федераци саккунĕ те пысăк пулăшу панине палăртма кăмăллă. Тĕслĕхрен, ачана 1,5 çула çитиччен пăхакан амăшĕсене - 150 çынна пурĕ 61695772,39 тенкĕ тÿленĕ. Кăкăр çитерекен амăшĕсене - 52 çынна врач хушнипе 72700 тенкĕ уйăрса панă.

Чăваш Республикин саккунĕсем те ачасемпе амăшĕсене хÿтлĕх кÿни куç кĕрет. Виççĕмĕш тата ытларах ача çуратнăшăн туллин хавхалантарни паллă ĕнтĕ. Иртнĕ тăхăр уйăхра ку категорири граждансене - 100 çемьене пурĕ 4867,17 пин тенкĕ тÿленĕ. «Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн йывăр çын пулнă тата ача çуратнă 3 хĕрарăма пурĕ 10763,43 тенкĕпе тивĕçтернĕ. 976 граждана уйăхсерен тивекен ача пособипе 9466310,44 тенкĕ панă. Ача усрава илнисене - 33 ашшĕ-амăшне уйăхсеренхи пособие 3628702 тенкĕ тÿленĕ.

Чăваш Ен саккунĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе те пулăшу кÿрет. Иртнĕ тăхăр уйăхра уйрăм категорири çынсене - ялта пурăнакан 627 çынна пĕтĕмпе 8055,54 пин тенкĕ тÿленĕ.

- Галина Михайловна, тивĕçлисене хисеплĕ ят парасси те социаллă хÿтлĕх пайĕ çине тиенни паллă ĕнтĕ.

- Çапла, ку енĕпе те ĕçлесе пыратпăр. Иртнĕ тăхăр уйăхра «Ĕç ветеранĕ» удостоверение 34 çын, стаж енĕпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» удостоверение 67-ĕн илчĕç. Вĕсене май пур таран кану çурчĕсенче канма тата санаторисенче сывлăха çирĕплетме путевкăсемпе тивĕçтеретпĕр. Ку çăмăллăхпа çур çулта кăна улттăн усă курчĕç.

- Çемьесем çинчен мĕн каланă пулăттăр;

- Пĕчĕк тупăшлисене 406 çемье регистрациленĕ. Нумай ачаллисем 296 шутланаççĕ. Вĕсенче 982 ача воспитани илет. Çав хисепрен 3 ачаллисем - 231 çемье (693 ача), 4 ачаллисем - 42 (168 ача), 5 ачаллă çемьесем 17 (85 ача), 6 ачаллисем 6 çемье (36 ача). Республикăри амăшĕн капиталне парассипе заявленисем йышăнатпăр. 162 заявленирен 148-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ - сертификатсем панă. Капиталпа усă курса 10 çемье хваттер туянма е çурт тума илнĕ кредитăн тĕп парăмне татма пултарчĕç.

- Галина Михайловна, социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче, тен, çĕнĕлĕхсем те пулĕ;

- Кăçалхи утă уйăхĕн     1-мĕшĕнчен пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă пулăшушăн тÿлев ÿсрĕ. Çавна май Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн субсиди шутласа пама ЖКУ хакĕн çĕнĕ стандарчĕсем çирĕпленчĕç.

2014 çулхи çурлан       1-мĕшĕнчен хутса ăшăтнăшăн çав тапхăршăн кăна тÿлеттереççĕ. Çавна май субсиди виçи пысăкланма е пĕчĕкленме пултарать.

Раштавăн 1-мĕшĕнчен тÿлевсен структуринче тĕп юсавшăн тÿлени те пулать. Субсиди шутласа панă чухне çавна та шута илĕпĕр.

Çакна та палăртмалла. Авăн уйăхĕнче ЖКУ-шăн тÿлемелли субсиди виçи пĕчĕкленчĕ. Ку республикăри ЖКУ виçи пĕчĕкленнипе пулса тухрĕ.

- Тавтапуç калаçушăн.



12 ноября 2014
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter