Çирĕп сывлăхлă пулас килет пулсан ялан спортпа туслă пул

Кам пирĕнтен çирĕп сывлăхлă, вăйлă тата хитре кĕлеткеллĕ пулма ĕмĕтленмест-ши? Пĕр иккĕленмесĕр калама пулать – кашни çын çакăн пирки хăй ăшĕнче ĕмĕтленет. Анчах кун пирки ĕмĕтленни кăна çителĕксĕр. Ĕмĕт пурнăçлантăр тесен мĕн ачаран спортпа туслашмалла, сывлăха упрамалла, сиен япаласенчен айкккинелле пăрăнмалла, кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, вăхăтра çывăрма выртмалла, вăхăтра тăмалла, яланах пĕр вăхăтра апат çимелле, гигиена правилисене манмалла мар. Кун йĕркине пăхăнса пурăнакан ача хăйне аван туять. Тата уçă сывлăшпа, шывпа, хĕвелпе туслă пулни, организма пиçĕхтерни сывлăхшăн питĕ усăллă.

Ман шутпа, спортпа туслă мар çынсем хăвăрт ывăнаççĕ, вĕсен вăйĕ те сахалтарах, тата хăшĕсем сигарет туртаççĕ е эрех ĕçеççĕ. Ку вара организма пĕтерет, унăн чăтăмлăхĕ чакать.

Спортпа туслă çыннăн оганизмĕ çирĕп, унăн пĕтĕм органĕсем лайăх ĕçлеççĕ, çавăнпа та вăл вăйлă энергиллĕ, хăвăрт ывăнмасть.

Çирĕп сывлăхлă пулас килет пулсан ялан спортпа туслă пул. Малтанах сигаретпа тата эрехпе туслашмалла мар, таса çÿремелле. Ирхине пĕр вунă-вун пилĕк минут маларах тăрса зарядка тумалла. Вунă минут сахалрах çывăрсан çынна нимĕн те пулмасть, çав вунă минут хушшинче зарядка тусан кунĕпе çÿреме вăй пулĕ, çывăрас килни те иртсе кайĕ, кĕлетке те илемленĕ. Ĕçленĕ вăхăтра та кăшт зарядка тума вăхăт тупмалла. Вăл çынна пулăшĕ кăна. Пушă вăхăтра вара телевизор умĕнче ларас вырăнне çемьепе вăйăсем те выляма пулать. Спортпа туслашма йывăр мар, вăй-хал кăна пултăр. Ваттисем калашле, йывăç тымарĕпе çирĕп, этем сывлăхĕпе çирĕп.

Çěнě Пуянкасси шкулěнче «Çамрǎксем сывǎ пурнǎç йěркишěн» акцие хутшǎнса, çирěп сывлǎхлǎ пулас тесе тěрлěрен конкурссем, спорт ǎмǎртǎвěсем ирттереççě. Учительсем кашни урокрах хускану саманчěсем ирттереççě. Ачасем переменǎсенче уçǎ сывлǎша тухса тěрлěрен хусканусемпе вǎйǎсем выляççě.

7-мěш класра вěренекенсем те çак акцие активлǎ хутшǎнаççě. Класс сехетěнче «Эпир сывǎ пурнǎç йěркишěн» презентаци курчěç. Уроксем хыççăн 7-мěш класс ачисем икě ушкǎна пайланса «Хаваслǎ старт» вǎйǎсенче тупǎшрěç.

Çиччěмěшсем шкул библиотекинче йěркеленě «Çамрǎксем сывě пурнǎç йěркишěн» кěнеке выставкипе паллашма пултарчěç. Вěрену программипе килěшўллěн вěренкў çулě пуçламǎшěнче тата вěренў çулě вěçěнче бассейна шыва кěме çўреççě.

Сывлǎха çирěплетес тесе эпир çуллахи ǎшǎ та янкǎр çанталǎкра похода кайрǎмǎр, çут çанталǎкǎн илемěпе, таса сывлǎшěпе килентěмěр, вǎйǎсем вылярǎмǎр. Сывлăх кунěнче эпир тěрлěрен вăйăсем вылятпăр, туслăха çирěплетепěр.

Çиччěмěшсем Кěрхи кросра 1–мěш вырǎн, баскетболла выляса 3-мěш, Футболла выляса 3-мěш, пǎшалтан перессипе 2-мěш, йěлтěрпе чупассипе 1-мěш, биатлонта 1-мěш, волейболта 2-мěш вырǎн йынǎнчěç.

Пурнăçра пире ялан сывлăх кирлĕ. Тантăшсем, сывлăха çирĕплетме, упрама вĕренĕр. Спортпа туслǎ пулǎр. (Тăвай районě)

 



13 ноября 2014
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter