Геннадий Максимов: «Кĕнеке вуламан çын мана интереслĕ мар»

Елчĕкри тĕп библиотекăра иртекен мероприятисем яланах чылай вулакана хăй патне туртаççĕ. Чÿк уйăхĕн çак кунĕсенче «Хыпар» хаçатра ĕçлекенсемпе иртнĕ тĕл пулу та çакнах кăтартса пачĕ. Тĕл пулу кăçал çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Вăхăта парăнман юрату» кĕнеке кун çути курнипе çыхăнчĕ. Автор – Геннадий Максимов. Паллă публициста вулакансем ăшшăн йышăнчĕç.

Геннадий Аркадьевич Максимов Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре çуралнă. Литература лаççинче çанă тавăрсах ĕçлет. Унăн «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак», «Танец в ночи» кĕнекисене Елчĕк районĕнчи вулакансем те хапăл туса йышăннă. Юлашки иккĕшĕ Чăваш Республикин Наци библиотеки çулсерен ирттерекен «Халăх юратса вулакан кĕнекесем» конкурсра, «Проза» номинацире, республикăра чи нумай сасă пухса пĕрремĕш вырăна тухнă.

Автор хăĕн «Вăхăта парăнман юрату» кĕнекине «Атăлти хĕрессем», «Шур пир çинчи ĕмĕлке» повеçсем, «Тусан айĕнчи чăнлăх» калав кĕртнĕ. Тĕнчере, Раççейре, Чăваш çĕршывĕнче, чăн пурнăçра пулса иртекен пулăмсемпе çыхăнтарнă кĕнекери тĕп шухăша. Ырăпа усал, юратупа курайманлăх пĕр çулпа пыраççĕ. Ахаль çынсен пурнăçĕ витĕр кăтартса парать çакна автор.

Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ автора: «Хăçан çырав çулĕ çине тăнă?», «Сюжетсене ăçтан тупса илнĕ?», «Малалла тата мĕнле произведенисем кăларасшăн?» тата ытти те. Ытти кĕнекесем çинчен те пычĕ калаçу. «Кĕнеке вуламан çын мана интереслĕ мар» - çак сăмахсемпе тăрларĕ калаçăва Геннадий Аркадьевич.

Авторпа чылайччен уйрăлаймасăр калаçни унăн кĕнекисем чăнах та библиотека çÿлĕкĕсем çинче выртманнине кăтартать. Тата та ытларах çырма сывлăх сунса уйрăлчĕç вулакансем Геннадий Максимов çыравçăран. (Елчĕк районĕ)



13 ноября 2014
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter