Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин çĕнĕрен хута каякан ача сачĕсен строительство ĕçĕсене тĕреслесе тухнă

 Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа республикăри уйрăм хăш-пĕр районсене çитсе килнĕ.  2014 çулта хута яма палăртнă шкул çулне çитмен ачасене валли хăпартакан объектсен шăпипе паллашнă.  Калăпăр, Муркаш салинче лицей çуртне реконструкцилесе ачасем валли учреждени çĕклесе лартма палăртнă. Кунта объект хута кайсан, пепкесене валли 60 вырăн тупăнĕ. Палăртнă çуртра шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, кирлĕ сĕтел-пукансемпе тĕрлĕ хатĕрсене туянассипе тимлеççĕ.  Ача садне 2014 çулта раштав уйăхĕнче хута яма палăртса хунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин объекта вăхăтра хута ярас тесессĕн, строительство ĕçне пурнăçлакансен хисепне ытларах нумайлатма хушса хăварнă. Хăй вăхăтĕнче, Шупашкар районĕнче 240 вырăнлă ача садне те хута яма йышăннă. Кăçалхи çул юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче  çак асăннă объект ĕçне малалла пурнăçлама çĕнĕ подрядлă организаципе муниципаллă контракта алă пусса çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра çуртăн ăш-чиккине тирпейлессипе строительсем тăрмашаççĕ. Сĕтел-пукан ытти хатĕрсене те туянассипе ĕçсем аван пыраççĕ. Объекта та кăçалах раштав уйăхĕнче хута ярасси пирки калаçса килĕшнĕ. Чăваш Ен Премьер-министрĕ çуртăн умри пайне тепĕр хут илемлетсе сăрлама сĕнсе хăварнă, çак ачасен çурчĕ аякранах илĕртӳллĕн курăнса лармаллине каланă. Шупашкарти Эгерский бульварĕнче 220 ачана çӳретмеллĕх пепкесен çуртне хута яма 2013 çулта пуçланă имĕш. Валериан Соколов ячĕпе хисепленсе тăнă ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пулнă çуртран ача садне йĕркелеме пуçланă. Хăй спорт шкулĕ вырăнне çĕнĕрен «Спартак» ФОК йĕркеленĕ. Бокс секцине вара Новоюжнăй районĕнче хута каякан физкультурăпа спорт комплексне куçарма йышăннă. Кунта ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çуртăн шалти пайĕпе тавралăхри вырăна илем кӳртеççĕ. Паллах, строительство ĕçĕсем кая юлса пыраççĕ.  Кунта объекта  кăçал чӳк уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме палăртса хунă. Иван Моторин подрядчике ĕçсене вăхăтра пурнăçлама хушма строительсене явăçтарма сĕнсе хăварнă. Пурне те активлăрах ĕçлеме хушнă. Шупашкарти Çамрăксен бульварĕнчи реконструкциленекен çуртпа та кăсăкланнă. Малтанах палăртнă объектра ача сачĕ пулнă. Çапах та каярах, çак çурта «ЮНИТЕКС» хушма пĕлӳ паракан учреждение куçарса панă. Виçĕ çул каялла «ЮНИТЕКС» центра республикăн вĕренӳ институтне куçарнă. Асăннă объектра  220 пепкене вырнаçтарма ирĕк,  9 ушкăн йĕркелесе яма палăртнă. Кунта пĕтĕмпех чӳречесене, шалти ĕçсене, çуртăн умри пайĕсене, таврари вырăна тирпей-илем кӳртнĕ. Шкул çулне çитмен ачасене валли хăпартăнакан учреждение 2014 çулта раштав уйăхĕнче пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе хăварма килĕшнĕ. Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин хула ертӳлĕхне çак асăннă объектсене çирĕп тĕрĕслеве илме хушса хăварнă, пур объекта та палăртнă вăхтра хута ярас ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине каланă. Чăваш Республикинче юлашки виçĕ çул хушшинче пурĕ 23 ача сачĕ хута янă, вĕсенче 3870 вĕт-шакăр шутланать. Пĕлтĕрхи çул шкул çулне çитмен ачасене валли 13 учреждени çĕклесе лартнă. Вĕсенче 2020 пепке куллен ача садне çӳресе хăйсен кăмăлне тултараççĕ. Кăçлалхи çул 14 ача сачĕ хăпартса лартма йышăннă. Вĕсенче 2616 вырăн хатĕрленĕ. Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне  3 объект хута янă, Чăваш Енре пурăнакан 272 пепке хăйсен кăмăлне тултарнă. Тĕплĕнрех



14 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter