Чăваш Енри ача-пăчасен кĕвĕ тата ӳнер шкулĕсем юлашки 20 çул хушшинче пуçласа кĕвĕ каламалли çĕнĕ хатĕрсем туяннă

 Чӳк уйăхĕн  14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш патшалăхĕн ӳнерпе культура институтĕнче Чăваш Енĕн пултаруллă ачисен республика фестивалĕнче ача-пăчасен ӳнер тата музыка шкулĕсене кĕвĕ хатĕрĕсене туянма ирĕк паракан сертификата парса чысланă. Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне йышăннă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе, республика бюджетĕнчен 2 млн. 481 пин. тенкĕ  республикăри ачасен кĕвĕ тата ӳнер шкулĕсем валли тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрсем туянма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă, тата та çавăн чухлĕ Раççей Федерацийĕн Культура министерстви урлă пулăшу куçнă.   Юлашки 20 çул хушшинче пуçласа Чăваш Енри ачасен кĕвĕпе ӳнер шкулĕсем пахалăх енчен хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çĕнĕ  йышши  хаклă 100 инструмент туяннă. Кĕвĕ инструменчĕсем - фортепьянăсем, балалайкăсем, домрамсем, сăрме купăс, аккордеонсем тата баянсем çителĕклĕ таранах.  Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе форума килнĕ хăнасене малашнехи ĕçре, пултарулăхра ăнăçусем суннă. Çакнашкал акцие пĕр хутчен çеç йĕркелеме палăртманнине, малашне те республика Правительстви хушма пĕлӳ паракан шкулсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшу уйăрассине шантарсах каланă. Кунсăр пуçне, пултаруллă та ĕçчен пысăк мал ĕмĕтлĕ пулса çитĕнекен яш-кĕрĕме çулсерен Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантарнине асăннă.  Ача-пăчасен ӳнер шкулĕсенче, аслă пĕлӳ паракан учрежденисенче, культура тытăмĕнче вăй хуракан çамрăксен пултарулăхне хакласа кулленех вĕсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Республикăри уйрăм хуласемпе районсенче пултаруллă яш-кĕрĕме пулăшас тĕллевпе тĕллевлĕ пулăшусемпе тивĕçтерни те куç кĕретех. Пĕтĕмпе Чăваш Енре культурăпа ӳнер  сферинче хушма пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсем - 46. çулсеренех Чăваш Республикин пултаруллă ачисем республикăра тата Раççей шайĕсенче ирттерекен ăмăртусенче, фестивальсенче пысăк çитĕнӳсем туса пире пурсăмăра та хавхалантараççĕ.

 Тĕплĕнрех



14 ноября 2014
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter