Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕç тăвакан влаç, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе видеоконфернци ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Рtспубликин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район, хула администрацийĕсен тата тĕрлĕ министерствăсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан видеоконференцие ирттернĕ. Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă  аварийлĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă республикăри адреслă программă еплерех пурнăçа кĕрсе пынин ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Безруков тĕплĕн каласа кăтартнă. 2013-2017 çулсенче программăна пурнăçламаллин çул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, Программăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2013-2014 çулсем. Пурĕ çак вăхăтра 210 муниципаллă контракт йĕркеленĕ. Паянхи куна 1201 граждана хăтлă хваттерсе куçарса та ĕлкĕрнĕ. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕ 2014-2015 çулсем. Асăннă çулсенче программăна тĕпе хурса строительство ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме 75,5 % чухлĕ палăртса та хунă. Контракт ĕçĕсене  37,7 процент чухлĕ йышăннă. Чăваш Республикин строительство министерстви палăртнă тăрăх, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарас ыйтупа программăн пĕрремĕш тапхăрĕпе республикăра Улатăр, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенче йывăрлăхсем пур. Программăн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртессипе муниципаллă контрактсемпе Вăрнар, Красноармейски, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче тата Канаш хулипе Шупашкарта кăрлăксем пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин асăннă администрацисен ертӳçисене программăна пурнăçлассипе нимĕнле кăлтăксем те пулмалла маррине, пĕтĕм ĕçсене вăхăтра пурнăçласа, граждансене хăтлă та çутă хваттерсене куçарса пымаллине çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Строительство министерствине йывăрлăх кăларса тăракан объектсен ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама кирлине асăрхаттарнă. Канашлура тăлăха ашшĕ-амăш хӳтлĕхĕсĕр  юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçиерес ыйтăва та пăхса тухнă. Сергей Безруков çитес çул тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерес тĕллевпе 331,6 млн.  тенкĕ уйăрса хăварнине палăртнă. Паянхи кун тĕлне 248 тăлăха валли хваттерсене çĕклесе те лартнă. Палăртнă ыйтупа Çĕнĕ Шупашкарта Красноармейски районĕнче лару-тăру йывăртарах. Йĕпреç, Шупашкар районĕсенче йывăрлăхсем çав-çавах пур-ха. Çулталăк вĕçлениччен федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕне пĕтĕмпех туллин илсе, объектсене пурне те вăхăтра пурнăçламаллине çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Самаркин усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнин ыйтăвĕ пирки чарăнса тăнă, кăçалхи çул  8960,4 га. çĕре ĕçлеттерсе янине асăннă.  Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме йышăннă проектпа смета ĕç хучĕсемпе паллаштарнă. Çитес 2015 çулта гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме 5 объекта палăртнă. Хальхи вăхăтра Сĕнтĕрвăрри тата Элĕк районĕсенче объектсен ĕçĕсене йĕркелеме проектсене хатĕрлеççĕ. Вĕсемпе 2016 çулта Раççей Çутçанталăк министерствине заявкăпа тухма палăртса та хунă. Иван Моторин палăртнă ыйтусемпе активлăрах ĕçлесе пыма сĕннĕ. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова 2015 çулта Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешӳсенче коммуналлă пулăшусемшĕн йышăннă хаксем пирки каласа хăварнă. 2015 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен ЖКХ хакĕсем 2014 çулхипе пĕр танах пулĕç, иккĕмĕш çур çуллăхра вара ылмашусем пурри сисĕнĕ. Тĕплĕнрех



15 ноября 2014
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter