Çеçпĕл! Сана пуç таятпăр, мала ăнтăлатпăр

Тăван халăх пуласлăхĕшĕн чунĕпе çуннă кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр, чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çутă тĕнчене килнĕренпе чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 115 çул çитрĕ.Мал ĕмĕтлĕ поэтăн ырă ятне асра тытса Çуткÿлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Эрнен малтанхи кунĕнче йĕркеленĕ “Халăх асĕнчи поэт” калаçу ачасене паллă поэт çинчен нумай çĕнни те кăсăкли пĕлме пулăшрĕ. Чăш чĕлхипе литература кабинетĕнче  йĕркеленĕ «Çеçпĕл пирĕн чĕрере» курав çулăм чĕреллĕ поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, йывăр та синкерлĕ шăпипе тĕплĕн паллаштарать. (Елчĕк районĕ)



17 ноября 2014
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter