Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016, 2017 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекне сессийĕн пĕрремĕш вулавĕнче йышăннă

 Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство Çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ЧР Патшалăх Канашĕн 25-мĕш сессийĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пынă.  Сессийĕн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн 11 ыйтăва пăхса тухма тăратнă. Тĕп вырăнта, паллах, республика бюджечĕпе çыхăннисем пулнă. Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016, 2017 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ. Чи малтанах Юрий Попов спикер парламент ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Патшалăх Канашĕн тĕп ĕçĕ - саккунсене лайăхлатасси пулнине асăннă. Ку енĕпе депутатсем курăмлă ĕç тунине каланă. Чăваш Республикин республика бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ 2015 çул валли 33 млрд. 368 млн. тенкĕ,  вăл шутран каялла тавăрса памалла мар пулăшу 10 млрд. 496 млн. тенкĕ, РФ бюджет тытăмĕнчен 9 млрд. 863 млн. тенкĕ куçарассине шантарать.Тăратнă саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăн 2015 çулхи бюджечĕн уйрăмлăхĕсем çакăн пек: харпăр хăйĕн тупăшсем тăрăх - 22 млрд. 871 млн. тенкĕ, 2016 çулта - 24 млрд. 352 млн. тенкĕ, 2017 çулта - 26 млрд. 85 млн. тенкĕ пулĕ. Чăваш Республикин республика бюджетне тăкаксем тăрăх пăхас пулсан, 2015 çулта - 36 млрд. 795 млн. тенкĕ, 2016 çулта -  37 млрд. 740 млн. тенкĕ, 2017 çулта -  39 млрд. 521 млн.  тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республикинчи вĕренӳ пайне - 11 млрд. 054 млн., сывлăх сыхлавне - 6 млрд. 864 млн. тенкĕ, социаллă политика тытăмне - 7 млрд. 543 млн.,  культура пайне - 529 млн., массăлла информаци хатĕрĕсене тытса тăма – 110 млн, физкультурăпа спорта аталантарма - 348 млн. тенкĕ йышăнса хăварнă. Депутатсем виçĕ çуллăх бюджета пĕр саслăн ырланă.

Тĕплĕнрех



18 ноября 2014
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter