Чăннипех те кашни арçыншăн Тăван çĕр-шыва сыхласси яваплă та пархатарлă тивĕç

Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа Канаш хулине çитсе килнĕ. Хулара Чăваш Енри 15 яша торжествăлла майпа Президент полкне хĕсмете ăсатнă. Иван Моторин Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе пухăннă яшсене ырăпа сума сунса, элитлă полка кĕнĕ ятпа чĕререн тав сăмахĕсем каланă. «Чăннипех те кашни арçыншăн Тăван çĕр-шыва сыхласси яваплă та пархатарлă тивĕç! Президент полкĕнче хĕсметре тăни – сирĕн пурнăç урокĕ пултăр. Эпир хамăр енчен, эсир тивĕçлипех хăвăра кăтартма пултарнине нимĕн иккеленмесĕрех калама пултаратпăр. Эсир патшалăх тĕрекĕ пулассине те иккеленместпĕр. Тепĕр çулталăкранах, каялла чăн-чăн арçын пулса таврăнатăр», - тесе çирĕппĕн палăртса каланă Иван Моторин. Раççей çар службинчен таврăннисене тав тунă, асăнмаллăх Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче хальхи яшсем регионăн чысне тивĕçлипех çӳллĕ шайра тытма пултарнине асăннă. «Элитлă çарта тăрасси - хисеплĕ те яваплă ĕç. Çамрăксем кунта вăйлă суйлав витĕр тухнă хыççăн лекеççĕ. Пирĕн яшсем пур войскасенче те кирлĕ. Вĕсене яланах ыйтаççĕ», - тесе уйрăммăн палăртнă Александр Мокрушин. Салтакра пуç хунисене асăнса,  церемоние хутшăннисем пĕр минутлăха шăплăха тытнă. Канашри лицейре вĕренекен кадет ушкăнĕ Салтаксен палăкĕ умне чечексем хурса пуç тайнă. Правительствăн Председателĕ Иван Моторин мăсăльмансемпе православи çыннисен ятарлă кĕлĕ тумалли вырăнне кĕнĕ, унта та шăплăха тытса пуç тайнă. Тĕплĕнрех



19 ноября 2014
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter