Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă

 

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа Мускавра. Унта 2011-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче шалти тата килсе курмалли туризм ыйтăвĕсене аталатарассипе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвне хутшăннă.  Ларăва ирттернĕ май, 2014 çулта программа еплерех пурнăçланса пынине те сӳтсе явнă. Унсăр пуçне 2015 çултта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче федераци уйăракан укçа-тенкĕне еплерех вăхăтра илсе пырасси пирки те канашланă. Ку хутĕнче ларура 2015-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче килсе курмалли туризма  тата шалти туризма аталантарма йышăннă федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, иккĕмĕш тапхăра кĕртсе хăварма,  инвестициллĕ проектсене суйласа илессипе ятарлă конкурс ирттермелли çинчен  сăмахланă.  Чăваш Ен Премьер-министĕ Иван Моторин Координации канашлăвне пухăннисене республикăра туризма аталантарссипе хатĕрленĕ проектпа паллаштарнă. «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» - поект пирки тĕплĕн калаçнă.  Асăннă проект хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан туризм инфратытăмне йĕркелесе яма май парать. Автотуризм кластерне пурнăçа кĕртес пулсассăн, кунта пĕтĕмпех çулсем хĕрринче машинăсене вырнаçтарса лартмалли ятарлă вырăнсем, суту-илӳпе апатлантару, транспортсене юсав ĕçĕсене йĕркелемелли вырăнсем, музейсемпе зоопарксем, сувенир таварĕсемпе тивĕçтермелли лавккасем, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан мотельсемпе кемпингсем тата ыттисем те пулĕç. Хĕллехи вăхăтра ватрушкăсемпе ярăнма ятарлă юхăмсем, йĕлтĕрпе чупма тата та нумай кану вырăнĕсене йĕркелеме ирĕк пулĕ. Координаци канашĕн членĕсен ыйтăвĕсене хуравлан май, Иван Моторин «Çĕнĕ кластер – «Чăваш Енри халăх  ушкăнĕсем» проекта хушма килĕшӳллĕ ĕç пулса тăнине асăннă. Туристсене шыв урлă  тата автомашина çулĕсемпе йышăнма хатĕрленетпĕр. Раççей Федерацийĕн культура министрĕн çумĕ Алла Манилова Чăваш Ен тăратнă проекта ырланă, ăна пурнăçа кĕртме ăнăçусем суннă.



19 ноября 2014
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter