Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин Внешэкономбанкра ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕ Иван Моторин Мускава ĕçлĕ визитпа кайнă май, Раççей Внешэкономбанк председателĕн çумĕпе Ирина Макиевăпа тĕл пулса калаçнă. Раççей Федерацийĕн Правительстви йышăннă кризиса хирĕç тăрас программипе килĕшӳллĕн пысăк хуласене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе, Чăваш Енри икĕ хула кĕрсе юлнă асăннă программăна. Вĕсем – Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр хули, вĕсене федераци бюджетĕнчен патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Федераци тата республика бюджетĕнчен паракан пулăшăва кура, Çĕнĕ Шупашкарпа  Улатăрта стратегийлĕ инвестициллĕ проектсене пурнăçласа, вĕсене социаллă-экономика тĕлĕшĕнчен аванах çирĕпленме ирĕк панă. Бизнеса аталантарма та çак çӳлерех асăннă хуласенче аван. Калăпăр, Улатăрта тата Çĕнĕ Шупашкарта  ĕçсĕррисен хисепĕ те самай чакни куç кĕретех. Пĕчĕк предприятисен пайĕ пĕтĕмĕшле хулипе илес пулсан, таварсем калăпласси аванах ӳснĕ.  Улатăрта 2009 çулта – 12,5 процент çеç пулнă пулсан, халĕ вĕсен калăпăшĕ кăрлачпа авăн уйăхĕсенче 18,0 процента çитнĕ,  Çĕнĕ Шупашкарта - 24,7 процентран 30,2 процента хăпарнă. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче пысăк хуласене аталантаракан пулăшакан Фонд йĕркелесе янă. Ăна Внешэкономбанк витĕм кӳрсе пырать, пысăк хуласенче çĕнĕ проектсене пуçарса ярассипе тимлет. Республикăн Премьер-министрĕ Иван Моторин Внешэкономбанк председателĕн çумĕпе пысăк хуласене аталанма витĕм кӳркен Фонд урлă республикăри пысăк проектсене пурнăçа кĕртме пулăшасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Канаш хулин комплекслă инвестици планне укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли вăхăт - 2015 çулхи пуш уйăхĕ пулнине палăртса хăварнă.



19 ноября 2014
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter