Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăва хатĕрлеме пуçланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çав документра Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем малашлăхра мĕнле ĕçлессине палăртĕç. Çырăва хатĕрленĕ май республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăшне шута илеççĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме чи малтанах мĕн тумалла? Чăваш Ен Пуçлăхĕн мĕнле темăсене ытларах витĕмлемелле? Сĕнÿсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт; e-mail, pres0@cap.ru - «Çырăва хатĕрлеме».



19 ноября 2014
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter