Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев отпуск вăхăтĕнче Алтайра Чăваш Ен биатлонисчĕсемпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн кану отпускне Алтай Республикинче иртерет.  Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата хĕрĕпе  «Семинский перевал» йĕлтĕрпе ярăнса ăсталăха туптамалли вĕрентӳ центрĕнче спортри ăсталăхне çирĕплетет. Олимп резервне хатĕрлекен базăра йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕсем хăйсен ăсталăхĕсене туптаççĕ. Кунта вĕсем кулленех йĕлтĕрпе чупса ăмăртассипе, биатлон тата ытти ăмăртусене çирĕплетеççĕ. Алтайра, Шупашкарти 2- мĕш СДЮСШОР ăсталăха туптакансем - пиллĕк биатлонист, йĕлтĕрпе чупса ăмăртассипе çĕнĕ сезона уçма хатĕрленеççĕ. Вĕсем: Николай Димитриев, Сергей Ермолаев, Павел Тимофеев, Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн спортсменсемпе тĕл пулса калаçнă, старта тухма хатĕрленекенсене ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. Тĕплĕнрех



19 ноября 2014
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter