Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет
Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕсем республикăри мĕн пур хуласемпе районсене çитсе килĕç, аякра вырнаçнă ялсенчи халăхпа тĕл пулса калаçĕç, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Ку хутĕнче организацисемпе предприятисенче, ĕç коллективĕсенче халăхпа граждансене тӳлевсĕр юридици канашлăвĕ парассине, чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе Ачасене право пулăшăвĕпе тивĕçтермелли куна халалласа, шкулсенче мероприятисем йĕркелесе ирттермелли пирки сӳтсе явма палăртнă. Çакăн пекех пухăннисемпе ял хуçалăх тытăмĕнче тĕрлĕ хатĕрсене хĕллене хатĕрленсе пуçтарса тирпейлесе лартмаллине, нумай функциллĕ центрсенче халăха тĕрлĕ ыйтусемпе тивĕçтерессине, çынсене пушартан сыхлассине, эрех-сăрапа алхасассинчен асăрханса тĕрлĕ мерăсем йышăнасси пирки тата та ытти ыйтусене тĕплĕн пăхса тухма палăртнă. Информаци ушкăнĕсен ертӳçисем çак кун вырăнтах граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç, вĕсене куллен канăçсĕрлетекен ыйтусем çине хурав парĕç.