Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераллă округпа Полномочиллĕ представителĕн çумĕ Алексей Сухов йĕркелесе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Атăлçи федераллă округпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн  Полномочиллĕ представителĕн çумĕ Алексей Сухов йĕркелесе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Ларура регионсем Китай партнересемпе пуласлăхра килĕшсе ĕçлемелли йĕрке пирки сӳтсе явнă. Суту-илӳпе, экономика, гуманитари тытăмĕнчи ыйтусем тавра канашланă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикипе Янцзы регионĕсем пĕр-пĕринпе аван килĕшсе ĕçленине асăннă, планпа килĕшӳллĕн ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçланса пынине асăннă. 2014 çулта юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мускавра Раççей Правительствин пуçлăхĕсемпе Китай халăхĕн  кулленхи тĕл пулăвĕнче инвестици пĕлтерĕшлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Ун чухне «АгроПарк «Чувашия - Сычуань» ООО Чăваш Республикин территорийĕнче пĕрремĕш тапхăрпа ял хуçалăх комплексне йĕркелесе яма йышăннă, агропарк хатĕрлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра çак проект Китай партнересемпе тачă çыхăнура ĕçлемелли пĕртен-пĕр проект пулса тăрать. Унăн пуласлăхĕ те пысăк. Проекта пурнăçа кĕртессипе мероприятисем йĕркеленеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх комплексне хута ярассипе те ĕçсем аван пурнăçланассине шантараççĕ. Предприятийĕнче тимлекенсем  проекта инвестици явăçтарассипе,  бизнес-плана пăхассипе тимлеççĕ, çĕр лаптăкĕсене тишкереççĕ. Юпа уйăхĕнче Сычуань провинцийĕн делегацийĕпе курнăçнă. Юпа уйăхĕн 3-6 кунĕсенче асăннă делегаци Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă. Юпа уйăхĕн 23-26-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикинчен сумлă дклегаци  Чэнду хулинче пулса курнă. Ĕçлĕ визит пайĕнче производство предприятийĕсемпе тĕл пулнисĕр пуçне  Western China International Fair Хĕвел анăç Китай халăхсем хушшинчи 15-мĕш куравăн ĕçне те пăхса çаврăннă. Кун чухне шăпах Китай çыннисемпе тата та çĕнĕ майсемпе ĕçлемелли пирки ыйтусене сӳтсе явнă пулнă. Кăçал чӳк уйăхĕн вĕçĕнче Китай делегацийĕ Чăваш Енре агропарк хута ямалли проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма палăртса хунă.  Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин хăйĕн хуравĕнче ку енĕпе ĕçсене Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илӳ министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленине асăнса хăварнă. 2014 çулта раштав уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илӳ министерствин витĕмĕпе Китай Халăх Республикинчен сумлă делегаци килме палăртнă. Ун чухне вăрман ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем пирки те канашлĕç. Китай Халăх Республикипе Янцзы Вăта тата Çӳлти юхан шывĕ юхăмĕ тăрăх вырнаçнă регионсемпе республика гуманитари енĕпе тее пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени куç кĕретех. Чăваш Республикинче чӳк уйăхĕн 7-8 тата 11-13-мĕш кунĕсенче Сычуань делегаци - туризма аталантарассипе,  Аньхаран хăнасем вĕренӳ енĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма килсе çитнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче  Культура кунĕсем иртнĕ. Ун чухне, паллах пуласлăхри ĕçсем пирки те канашланă пулнă. Ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ май,  хăнасем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе  Аньхой университечĕ хушшинче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе Аньхой педагогика университечĕ студентсемпе профессор-преподовательсен тытăмне ылмаштарса Чăваш Енре Китай халăхĕн чĕлхине вĕрентесси пирки Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Енри студентсене, шкул ачисене китай чĕлхине вĕрентесси пулĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çавăн пекех Китай историйĕпе те паллаштарĕç.



20 ноября 2014
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter