Элĕк районĕ: вăрçă çулĕсем халĕ те асрах

Сталинград çапăçăвĕ иртнĕ ĕмĕрте чылайăшĕн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Тĕнче историйĕ çак паллă çапăçури асран тухми пулăмсене упрать. Икçĕр куна пынă Сталинград вăрçи тĕнче цивилизацийĕнче манăçми тапхăр шутланать.

- Çак çапăçу çынна нумай хуйхăпа нуша кăтартрĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулсан та асаплă кунсем асран тухмаççĕ, - иртнĕ çулсене куç умне кăларать Мăн Вылăра пурăнакан Поликарп Никифоров. Çамрăклăхĕ çăмăлах иртмен унăн. Ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухсан тÿрех çар ретне тăнă.

- 1941 çулхи раштав уйăхĕнче мана çар ĕç комиссариатне чĕнсе илчĕç. Повестка илнĕ хыççăн тÿрех Шупашкара каймалла пулчĕ. Пире, пĕр вăхăтрисене, пурне те пĕр строя тăратрĕç те командирсем Атăл тăрăх çуранах Ильинкăри кану çуртне илсе кайрĕç. Унта пире уйăх ытла вĕрентрĕç. Хыççăн Шупашкартан Тула хулине, кайран Дон шывĕ хĕрне çитрĕмĕр, - каласа кăтартрĕ вăрçă ветеранĕ.

Дон урлă каçсан салтаксем оборона тытнă. Каçхинех окопсем чавнă. Ирхине вара нимĕç фашисчĕсем тапăнма пуçланă.  Совет салтакĕсем вĕсене чарайман, нимĕçсем пирĕннисене Дон урлă каялла хăваласа янă.

- Эпир унта виçĕ талăк хÿтĕлентĕмĕр, анчах та çухатусем нумай пулчĕç. Нимĕçсем шыв урлă каçса пире Сталинграда çитиех хăваларĕç, - калаçăва малалла тăсрĕ Поликарп Никифорович.

Ватă кашни самант çинчен тĕплĕн каласа пама тăрăшать. Шывланнă куçĕнче хĕн-хурпа асап курăнать. Вăрçăн нушипе йывăрлăхĕ витĕр тухнă ĕнерхи салтак ассăн сывласа Сталинград çапăçăвне хурланса аса илет.

- Пире пулăшма Çĕпĕртен подкреплени çитрĕ. Кайран хăрамасăрах тăшмана хирĕç çапăçма пуçларăмăр. Сталинград вăрçи пĕтсен çав тери савăнтăмăр, тăшманăн 22-мĕш дивизине тыткăна илни те хавхалантарчĕ, - терĕ ветеран.

Вăрçă кунпа вĕçленмен-ха. Совет салтакĕсем нимĕçсене хăваласа Молдавие çитиех кайнă, Ясса-Кишинев ушкăнне вырнаçнă. Нимĕçсене аркатнă хыççăн Венгрие çитнĕ. Тапăнусем нумай пулнăран совет салтакĕсем  çухату  чылай тÿснĕ. П.Никифоров салтаксемпе Карпат тăвĕсем урлă каçнă хыççăн Австрие çитнĕ. Чехословакине çитсен вĕсене вăрçă пĕтни çинчен пĕлтернĕ.

Поликарп Никифоров тăван яла 1946 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче таврăннă. Чылай çул хуçалăхра яваплă ĕçсенче тăрăшнă. 1948 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Вера Петровнăпа ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Никифоровсем пурнăç сукмакĕпе 65 çул пĕрле утаççĕ.

Аслă ăрурисен паттăрлăхĕпе мухтавĕ, çирĕп вăй-халĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Темĕнле йывăр пулнă пулин те тĕрĕс çулпа утнăшăн, Тăван çĕр-шыв умĕнчи парăма чыслăн пурнăçланăшăн Поликарп Никифорович Никифоров ватлăх кунĕсенче канлĕх туять, лăпкă та тăнăç пурнăçпа пурăнать.

 - Вăрçă çулĕсем нихăçан та манăçмаççĕ. Малашнехи кунсем çеç пĕр чăрмавсăр иртчĕр, - шухăшĕсене пĕлтерчĕ вăрçă ветеранĕ.

 



20 ноября 2014
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter