Коммуналлă комплекс предприятийĕсемпе муниципаллă пĕрлешӳсене тивĕçтернĕ çут çанталăк газĕшĕн пухăннă парăмсем пирки сӳтсе явнă

 Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри районсемпе хула администрацисемпе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Чăваш Енри экологи тата экономика политикипе агропромышленноç комплексĕн  ĕçĕсемпе тимлесе пыракан Комитетăн ĕçлĕ ларăвне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикинчи предприятисемпе муниципаллă пĕрлешӳсенче çут çанталăк газĕшĕн пухăнса кайнă парăмсене парса татасси пирки тĕплĕ калаçу ирттернĕ. Кашни ыйтăва çирĕп тишкернĕ, парăмсем ытларах пуçтарăнса кайнă районсемпе хуласен администраци ертӳçисенчен хуравне ыйтнă. Депутатсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ, хăш-пĕр йывăр ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче республикăра çут çанталăк газĕпе парăмсем çук районсене ырăпа асăннă, вĕсем: Патăръел районĕпе Елчĕк районĕ. Вăраха ямасăр тӳлесе пыракан районсене те каласа хăварнă, вĕсем – Каçал ен, Красночетайски, Муркаш, Шăмăршă тата Тăвай районĕсем. Чи нумай парăм вара Канаш, Çĕмĕрле,  Улатăр, Шупашкар хулисенче тата хăш-пĕр уйрăм районсенче пуррине асăннă. Çут çанталăк газĕпе усă курнишĕн, парăмсене вăхăтра парса татма ятарласа çирĕп график та палăртса хăварнă "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО.  Паянхи кун чи çивĕч ыйту Çĕмĕрле хулипе тухса тăрать. Шăпах çак хулара, "Теплоэнерго"  МУП çут çанталăк пурлăхĕпе усă курнишĕн самай чи пысăк парăм пуçтарса янă.  Хальхи вăхăтра предприятисене газпа усă курнине çирĕп асăрхаса тăнине палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин муниципалитетсен  ертӳçисене çирĕп йĕркепе асăрхаса пыма хушса хăварнă асăннă ыйтăва. ЖКХ сферине инвестици хывма ятарласа лайăх условисене йĕркелесе парасси, энергоэффективлăха пысăклатассипе 2010-2015 çулсенче Чăваш Республикинчи хутса ăшăтмалли котельнăйсене модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Енре электроэнергие перекетлессипе хушма программа йышăнса хăварнă. Ятарласа кредитсем илекенсене пулăшу парса та тивĕçтерни куç кĕретех. «Пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ енсем пур. Вĕсене субсидисем те парса тивĕçтереççĕ.  Муниципалитетсен питĕ пĕлсе ĕçлемелле. Хăйсен енчен пуçаруллăх ытларах пулни те пăсмĕ. Инвестициллĕ программăсем йышăнассипе тимлĕн ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин. Паянхи куна çак çӳлерех асăннă ыйтусен хуравне тупас тесе, Чăваш Республикин Прокуратуринче ятарлă комисси те йĕркеленĕ. Вĕсем ыйтăва тĕплĕн татса парассипе тимлĕн ĕçлесе пыни те куç кĕретех. Комисси ĕçне Чăваш Республикин строительство министерствинчен, Чăваш Республикинчи патшалăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх инспекцийĕнчен, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службинчен тата та ытти тĕрлĕ федераллă службăсенчен тĕрлĕ представительсене явăçтарнă.  Çут çанталăк газĕшĕн пухăнса кайнă парăмсене парса татнин мониторинг ĕçне Чăваш Республикин Строительство минисерствине çирĕп йĕркелесе пыма хушнă.  Чи йывăрлăх кăларса тăратакан муниципалитетсен ыйтăвĕсене ведомствăсем хушшинчи Комиссин ĕçне тăратма палăртнă.



21 ноября 2014
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter