Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Налук службин ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикинчи налук службин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Патшалӑх хӑйӗн социаллӑ тивӗҫӗсене пурнӑҫласси, общество ҫирӗплӗхӗ тата экономика шайлашуллӑн аталанасси ытларах чухне сирӗн ӗҫӗртен килет. Налукран пуҫтарӑнакан укҫа-тенкӗ вӑхӑтра килсе тӑни социаллӑ пособисем, бюджет сферинче ӗҫлекенсене ӗҫ укҫи тӳлеме, Раҫҫей гражданӗсене вӗренӳ тата медицина енӗпе паракан тӳлевсӗр пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерме, территорисене тирпей-илем кӗртме, ҫӗнӗ ҫулсем, ача сачӗсемпе шкулсем, культура объекчӗсем тата ытти нумайӑшне тума май парать.

Кӑҫал Чӑваш Енре налук органӗсем йӗркелесе пыракан тӳлев укҫи-тенкине мӗн пур шайри бюджетсене 29 миллиард тенкӗ ытла е, 2013 ҫулхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, 103,3 процент чухлӗ пуҫтарнӑ. Ҫав хушӑрах республикӑри налук енӗпе пухӑннӑ парӑм калӑпӑшӗ федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче чи пӗчӗккисенчен пӗри шутланать.

Федерацин Чӑваш Республикинчи налук службин управленийӗ налук хумалли пурлӑха саккунлӑ йӗркепе палӑртас тата тӗрӗслев ӗҫӗн витӗмне вӑйлатас тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫлет. Налук службин ӗҫченӗсем бизнеспа ӗҫтешле хутшӑнусем йӗркелеҫҫӗ, налук тӳлекенсемпе уҫҫӑн ҫыхӑнса ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна тума вӗсене Раҫҫей Федерцин налук службин сайтӗнчи интерактивлӑ электрон сервиссем пулӑшаҫҫӗ, вӗсем налук тӳлекенсене хӑйсене кирлӗ информацие е пулӑшӑва чӑн вӑхӑт йӗркипе илсе тӑма май параҫҫӗ.

Чӑваш Ен налукҫисем хӑйсен умӗнчи тӗллевсене  малашне те  яваплӑха туйса пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Налук органӗсен ӗҫченӗсене сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата ҫирӗплӗх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         М. Игнатьев



21 ноября 2014
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter