«Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» конкурс иртрĕ

2014 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа республика шайĕнчи «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем») Интернет конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 134 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 8-ăшĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 10 ыйтăва хуравларĕç. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç курăнать. Уйрăмах йывăррисем тесе çаксене пăхмалла:

  1. К.В. Иванов çуралнă ял Слакпуç ятлă. Ку ята пару тата вырăн падежĕсене лартса çырăр. Хăвăр шухăшăр тĕрĕс пулнине ытти тĕслĕхсемпе (2 тĕслĕх хушса) ĕнентерĕр.
  2. Нарспи ят мĕнле сăмахсенчен пулса кайнă?

3. Сентти Нарспишĕн кам ачи пулать?

4. Ятсене ушкăнлăр. Ушкăнланă чух ку е вăл ята мĕне кура панине шута илĕр.

Вут хÿре (кайăк ячĕ), утмăл турат (курăк ячĕ), чăрăш тăрри (курăк ячĕ), кай ура (чĕр чун ячĕ), упа паланĕ (тĕм йывăç ячĕ), пăра сăмса (кайăк ячĕ), йĕке хÿре (чĕр чун ячĕ), çирĕк тăрри (кайăк ячĕ),салтак тÿми (чечек ячĕ), ут тути (кăмпа ячĕ), йыт çĕмĕрчĕ  (тĕм йывăç ячĕ).

5. Чăваш чĕлхинче камăнлăх формисем пуррине тĕпчевçĕсенчен чи малтан кам асăрхать?

Пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç.  Сире конкурсра кашни учитель мĕн чухлĕ балл пухнине (рейтингне) кăтартакан таблицăпа паллаштаратпăр. Унта конкурса хутшăннисенчен хăшĕ-пĕрин  районĕ те, шкулĕ те паллă мар. Тулли информаци çуккисене район тата шкул ятне, çавăн пекех  хушамат, ят, ашшĕ ятне те туллин кăтартса  кафедрăна chrio11@cap.ru адреспа васкавлă пĕлтерме ыйтатпăр. Çавăн пекех, хушаматсемпе ятсенче, шкул ячĕсенче мĕнле тÿрлетÿ тумаллине хыпарласан лайăхчĕ.  Сертификат тĕрлĕ сăлтава пула конкурс ыйтăвĕсене хуравлама май килмен учительсене те ( 18 çынна)  паратпăр.

Конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем раштавăн 25-мĕш кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Дипломсемпе сертификатсене кафедрăна кĕрсе илмелле.

Тĕрĕс хуравсемпе паллаштарапăр>>

Интернет конкурса хутшăннисен рейтингĕ>>

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ



21 ноября 2014
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter