Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан видеоконференцие ирттернĕ. Чăваш Республикин территорийĕсенче пушартан сыхланас тĕлĕшпе çыхăннă мероприятисен кăтартăвĕ пирки Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров чарăнса тăнă. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре пурĕ 904 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 0,4 процент чухлĕ сахалланнă. Пур-пĕрех кăçалхи çул хăвăрт сивĕтсе кайнине кура, инкек тухнă тĕслĕх шучĕ ӳссе кайни сисĕнет, çынсен пурнăçă вăхăтсăр татăлни курăнать. Кил-çуртсенче кăмака хутса пушарсем тухнă тĕслĕхĕ куç кĕретех ӳсет. Пирус туртнисен айăпĕпе те инкексем тухнă тĕслĕхсем пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Мторин халăхсем хушшинче пушар тухассинчен асăрхануллă пулмалли пирки тăтăшах аса илтерсе тăмаллине çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина çулĕсене кĕркуннепе хĕлле тапхăрĕсенче 2014-2015 çулсенче тивĕçлипе тытса тăмалли çинчен Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçалхи çул çулсене тытса тăма 367 млн. тенкĕ пăхса хăварнă пулнă. Вăл шутран Çул-йĕр фондчĕ урлă 297 млн. тенкĕ, вырăнти бюджетсенчен 70 млн. тенкĕ куçарнă. 10 уйăх хушшинче кăçал 304 млн. тенкĕллĕх ĕçсене пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те, процентпа илес пулсан çулталăк планĕнчен 83%. Хĕллехи вăхăтра çулсем çинчи пăрлака тасатма та кирлĕ пек ĕçсем йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Шупашкар, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Красночетайски, Йĕпреç, Вăнар, Элĕк районĕсенче çулсем çинчи йĕркене пăхса тăракан ятарлă постсем пур. Хĕллехи çулсене тирпейлеме 639 техника хатĕрлесе тăратнă. Хăйăр илсе тухмалли  44 вырăна хатĕрленĕ. Пур хатĕре те хутса ăшăнакан вырăнсене вырнаçтармалла тунă. Çулсем çинче ĕçлекенсем те ăшă пӳлĕмсене кĕрсе ăшăнма пултараççĕ. Кирлĕ пек пур услови те хатĕрлесе çитернĕ.  Пăрлă çумăра пула инкек тӳснĕ вăрмансенчи çатракансене тасатаса тирпейлени пирки Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ  Евгений Юшин тĕплĕн каласа кăтартнă. Тĕплĕнрех



22 ноября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter