Хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлеççĕ

Уй-хир ĕçĕсем анчахрах вĕçленчĕç-ха, анчах та пурăнса ирттернĕ кашни кун çитес çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсене çывăхлатать. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ытларах вăрлăх пахалăхĕнчен килет. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа 1918 тонна хывса хăвармалла. Çитес çул валли пурĕ 1825 тонна (95 процент) хывнă. Çав шутран тĕрĕслеттерме 1564 тонна тăратнă. Çавна пĕтĕмĕшпех анализ витĕр кăларнă. Кондициллĕ вăрлăх - 479 тонна (30,6 процент).

«Алмаз» обществăра вăрлăх фончĕ 100 проценчĕпе кондициллĕ. «Новый путь» хуçалăхра акма юрăхлă тырăсен 86 процентне хывса хăварнă. Вăрлăха ака стандартне çитерессипе А.Харитоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Правда» обществăра та лару-тăру япăх мар. Хуçалăхсенче кондициллĕ мар культурăсене ака стандартне çитерессипе ĕçлеççĕ. (Элĕк райнĕ)



24 ноября 2014
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter