Йĕпреç районĕнче сăвă вулакансен фестивалĕ иртрĕ

Кăçал паллă чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитрĕ.  Çак уява халалласа Йĕпреç районĕнче  сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсĕ иртрĕ.    Конкурса  5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç,  çак номинацисем пулчĕç: «Чи лайăх сочинени»,«Чи илемлĕ ÿкерчĕк»,«Чи лайăх сăвă вулакан».

Иĕпреçри 2-мĕш шкулта чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче сăвă вулакансен фестивалĕ иртрĕ. Уява районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Алевтина Игнатьева уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, вĕренекенсене  çитĕнÿ тумашкăн ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн Йĕпреçри 2-мĕш шкулта вĕренекенсем пухăннисене музыкăпа литература композицйĕ урлă Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Йĕркелесе ертсе пыраканĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ – Алена Ядрицова.

Фестивале районти 10 шкултан 45 ача хутшăнчĕ. 5-7 классен йышĕнче сăвă вулакансем хушшинче Пучинке шкулĕнче вĕренекен Шибаев Илья, Йĕпреçри 1-мĕш шкулти Лабинов Владимир, 8-11 классен йышĕнче Йĕпреçри 1-мĕш шкулти Михайлова Татьяна, Эйпеçри вăтам шкулта вĕренекен Перцева Анастасия палăрчĕç. Проза хайлавĕсене вулакансем хушшинче вара Йĕпреçри 2-мĕш шкулти Трофимова Маргаритăна çитекенни пулмарĕ.

Фестивале çавăн пекех вырăс, тутар ачисем хутшăнчĕç, поэт сăввисене чăвашла та, вырăсла та вуларĕç.



24 ноября 2014
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter