Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ чи малтанах республикăра кăçалхи çул çĕнĕрен хăпартса лартма палăртнă ача сачĕсен объекчĕсем пирки каласа кăтартма хушнă. Строительство ĕçĕн график йĕркипе тĕплĕн паллаштарма каланă. «Раççей Президенчĕ кăларнă Указсене пурнăçа кĕртессипе хамăр çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламалла. Пирĕн тĕллевсене пурнăçласа, çуртсене хута ярса, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене савăнăç кӳме тăрăшмалла, уяв йĕркелесе памалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çул 15 ача сачĕ хута яма палăртнинчен, паянхи куна виççĕшне хута янине каланă. Ыттисенче кулленех ĕçсем хĕрӳ пынине асăннă. Çавăн пекех уйрăм объектсенче кăлтăксемпе йывăрлăхсем пурри пирки те чарăнса тăнă. Çулталăк вĕçленĕ тĕле пур объектсене те çĕклесе лартма палăртнине çирĕппĕн каласа хăварнă Чăваш Республикин вĕренӳ иминистрĕ Владимир Иванов. Ку хутĕнче вĕренӳ тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укçи пирки те сăмах пуçарнă. Министр каланă тăрăх, 2012 çултан пуçласа Раççей Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă Указпа килĕшӳллĕн, учительсемпе воспитательсен ĕç укçине тапхăр-тапхăррăн ӳстерсе пынине асăннă.  2013 çулта IV кварталта учительсен ĕç укçи вăтамран 20306 тенкĕ тата   23483 тенкĕне çитнĕ. 2014 çулта I кварталта 22177 тенкĕпе танлашнă. Вăтам ĕç укçин шайне пăхас пулсан – шкулта ĕçлекен педагогсен – 21445 тенĕ, ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен – 19660 тенкĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансемпе тĕл пулса, педагогсен ĕç укçи пирки хыпара тĕрĕс ăнлантарса памалли пирки каласа хăварнă. Унсăр пуçне бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен сĕнĕвсене итлеме çавра сĕтел мелĕпе калаçусем ирттерме сĕннĕ. Республикăри эмел хакĕсемпе  çыхăннă ыйтусем çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа  юпа уйăхĕ таран куллен пурнăçра кирлĕ эмельсен хакĕсем курăмлăнах ӳсменпе пĕрех. Чăваш Енре усă курăнакан импорт таварĕсен хакĕ 1,8 процент, хамăрăн таварсем вара – 2,1 процента çити çеç ӳснине асăннă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин ял хуçалăх таварĕсен хакĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикинчи Федерацин патшалăх статистика служби пĕлтернĕ тăрăх, социаллă пĕлтерĕшлĕ уйрăм таварсем хакланнине палăртнă. Вĕсем шутне – чăх-чĕп какайĕ, тăварланă пулă, чăх çăмарти, панулми хакĕ ӳсни сисĕнет. Хура тулă кĕрпи хакĕ 1,8 хут ӳсни паллă.  Сăлтавне паллах сутакансем Алтай крайĕнче тухăç ăнăçлă пулманнипе çыхăнтараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хаксемпе килĕшӳллĕн пулман, хура тулă кĕрпи хакне сăлтавсăр ӳстернишĕн критиклесе илнĕ. «Эпĕ анчах, хам Алтайран таврăнтăм. Регион ертӳçи пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çултипе танлаштарсан, хура тулă кĕрпине сахал пуçтарман. Юр  айне юлни вара, вăл пĕлтĕрхинчен ытларах пулни çеç. Сăлтавсăр хаксене хăпартма юрамасть. Сутăçăсем туянакасенчен хĕтĕртсе пуйса пыраççĕ, çĕр-шывра хура тулă кĕрпи çителĕклĕ таранах», - тесе каланă çирĕппĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Улатăрта пулса иртнĕ кăлтăк пирки каласа кăтартнă. Сурара шыв хăвăрт типсе ларнине кура, халăха шывпа тивĕçтерме пăрахăçланă. Кăлтăксене çийĕнчех пĕтерсе ыйтăва татса пама май килнине асăнса хăварнă министр. Паян Улатăрта пур те шывпа туллин усă кураççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Ен сроительство министрĕ Олег Марков, паянхи куна Çĕрпӳре пĕр çур ăшăсăр тăрса юлни пирки хыпара пĕлтернĕ,  68 хваттерте 162 çын пурăнать. Сăлтавĕ çынсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли тытăма куçарассипе çыхăннă. Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне, ыран валли пĕтĕмпех ыйтăва татса пама палăртнине каласа хăварнă строительство министрĕ.



24 ноября 2014
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter