Вăрмар районĕ: кашни ыйтăва - тимлĕх

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикинче пурăнакан граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе патшалăх политикине пурнăçласси çинчен; вĕренÿ тата социаллă пулăшу учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Ачасен право пулăшăвĕн Кунĕ» ирттересси; Чăваш Республикинче ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетни тата усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси; агропромышленноç комплексĕсенче ял хуçалăх техникине хĕл каçарассипе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлани; нумай функциллĕ центрсенче халăха патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсем парасси.

Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче пирĕн района ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин надзорпа вĕрентÿ сферинчи контроль пайĕн начальникĕ М.Федотов, Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе-аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров килсе çитнĕ. Информаци кунĕ рамкинче яланхилле иккĕ е виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне пачĕç, ăна илекенсем: Олеся Юрьевна Белоусова (Вăрмар поселокĕ), Татьяна Юрьевна Петрова (Кĕçĕн Чак ялĕ), Кристина Леонидовна Филиппова (Чулкас ялĕ).

Малалла хăнасемпе районти яваплă çынсем Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитсе килчĕç. Чаплă лару-тăрăва, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн, шкул спортзалне уçнă çĕре Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ А.Тихонов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева, Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ О.Иванов, «Юман» подрядлă организацийĕн представителĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăннă.

«Единая Россия» политика парти инициативипе, республика, район пуçлăхĕсемпе пĕрле çыхăнса ĕçленипе çакăн йышши халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем талса пыраççĕ. Ачасене вĕрентесси, тĕрĕс воспитани парасси, патриотизм туйăмне аталантарасси - вĕрентекенсен тивĕçĕ. Ачасен пултарулăхĕнчен, вĕсем малалла мĕнле куçсемпе пăхнинчен çĕршывăн малашлăхĕпе аталанăвĕ килет. Шкулта паян 42 ача вĕренет, унсăр пуçне шкул çумĕнчи çул çитмен ачасен садне тепĕр 20 пепке çÿрет. Вĕренекенсем сахаллăн пулсан та вĕсене хăтлă та çутă спортзал туса панă, ку ахальтен мар, кунта чăнах та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ: район, республика шайĕнчи спорт мероприятисене активлă хутшăнаççĕ, лайăх вырăнсем йышăнса шкул ятне çÿле çĕклеççĕ, физкультурăпа иртекен предметлă олимпиадăсенче те лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ, пĕрре кăна мар шкул чысне республика шайĕнче хÿтĕленĕ. Çавăн пекех шкул кире пуканне йăтассипе спорт мастерĕпе В.Петровпа, çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕпе О.Петровапа, бокс енĕпе спорт мастерĕпе В.Григорьевпа тата ытти чылай шкул пĕтерекенсемпе мухтанать.

Мероприятие вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çÿллĕ шайра хатĕрленнĕ: юрă-ташă та пулчĕ, сăвă та шăранчĕ - спортзал çĕнĕрен хута кайни пурне те савăнтарать паллах, пурин те кăмăлĕсем çĕкленÿллĕ, татах та лайăхрах вĕренес, вăйлăрах, спортпа туслă пулас килни курăнчĕ. Ачасем питĕ активлă, тăрăшуллă, малалла шанчăклă куçсемпе пăхаççĕ. Чăваш Республикин гимне юрлани вара вĕсем çинчен лайăххине анчах шутлама хистет, çав тери тĕлĕнтерчĕç - чăн-чăн çĕршыв патриочĕсем!

Спортзалсем пуриншĕн те яланах уçă, унта кирек хăçан та кĕрсе хăйсен пултарулăхне туптама май пурришĕн ял çынни, уйрăмах спорта юратакансем, çамрăксем хĕпĕртеççĕ. Чăнах та, пирĕн районта спортпа çывăхланма майсем нумай: А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕпе физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлеççĕ, ялсенче те спорт залсем лайăх, хăтлă, çавăнпа та вĕсене пушă тăратас килмест, халăха спортпа туслаштарса вĕсене çÿреттерес килет.

Çак шкул спортзалĕн кĕтесĕсем те ишĕлсе тăратчĕç, пăхма май çукчĕ, çапах та комисси йĕркелесе, сметăсем туса, район пуçлăхĕсем пулăшнипе, хăйсем тăрăшнипе «Шкул спортзалĕсене тĕпрен юсас» федераллă тĕллевлĕ программăна кĕме тÿр килчĕ. Республикăри 25 шкул хушшинче районта пĕртен пĕр шкул - Аслă Чак шкулĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама 820 пин тенкĕ, спорт инвентарĕ туянма 18 пин те 884 тенкĕ çĕнсе илнĕ. Кунта чÿречесене улăштарнă, урай хăмисене сарнă, стенасене сăрланă, спортзала пачах та урăх сăн кĕнĕ. Çакăн йышши ĕç Энĕшпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та пырать. Юлашки вăхăтра Аслă Чак ялĕнче чылай пысăк улшăнусем пулса иртнĕ: нумай пулмасть Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ, çак кунсенче çамрăксем валли тренажер залĕ ĕçлеме тытăнчĕ, Аслă Чакри информаципе культура центрне оборудовани, сцена çине тухма костюмсем туянма 500 пин тенкĕ укçа панă. Лайăххи нумай, малашне те ял аталанса пырасса шанас килет, паллах ялта çамрăксем ытларах пулсан ял та çамрăкрах, вăйлăрах, тĕллевсем те пысăкрах пулаççĕ. Пирĕн çĕршыва çирĕп сывлăхлă, вăйлă та патвар çынсем кирлĕ.

Килсе çитнĕ хăнасем çак пысăк уявпа вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тараватлă кĕтсе илнĕшĕн тав турĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçусем, малашне те спортпа туслă пулма, район, республика шайĕнче иртекен мĕн пур ăмăртусенче хутшăнса çитĕнÿсем тума, мал ĕмĕтлĕ пулма, хăйсен тĕллевĕсем патне çирĕппĕн утма сунчĕç. Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов пушă алăпа килмен, ял администрацийĕ тата В.Павлов спонсор ячĕпе асăнмалăх виçĕ мечĕк парнелерĕ.

Унтан ушкăнсем çине пайланса пĕрлехи информаци кунĕн членĕсем Чулкас, Чупай, Энĕшпуç, Пинер ял тăрăхĕсене саланчĕç.

Чупай ял тăрăхĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаковпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев Чупай ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулчĕç. Чи малтанах Генрих Геннадьевич 9-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулса информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ. Чи пĕрремĕш ыйтупа Г.Васильев ачасене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ хăш граждан категорийĕсене парасси пирки каласа пачĕ. Кăçал, 2013 çулти пекех, адвокатсене бюджетран 1 млн та 400 пин тенкĕ уйăрнă, çавна май, хăш пĕр категориллĕ граждансем (тăлăхсем, сусăр çынсем) юридици пулăшăвне тÿлевсĕрех илме пултараççĕ. Иккĕмĕш ыйту ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ пек туйăнать, чылай ыйту çине хуравсем пама пултарчĕç вĕсем. Кăçалхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ачасен право пулăшăвĕн Кунĕ» иртнĕ май Генрих Геннадьевич вĕсен прависемпе, тивĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл агропромышленноç комплексĕсенче ял хуçалăх техникине хĕл каçарассипе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлани тата çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинче чарăнса тăчĕ, унтан нумай функциллĕ центрсен (НФЦ) пĕлтерĕшĕ пирки, çакăн йышши центр халăхшăн меллĕ пулнине, вăхăта перекетленине ăнлантарса пачĕ. Шкул ачисене наркотикпе эрех-сăра çинчен пĕлни те пăсмасть. Наркотике пула çулленех пирĕн çĕршывра 100 пине яхăн çын пурнăçĕ татăлать. Вăл никама та хĕрхенмест. Наркотик «аллине» лексен ытларахăшĕшĕн пурнăç çути сÿнет. Нумаях пулмасть вара пирĕн республикăна çĕнĕ йышши наркăмăш килнĕ - «Спайс» теççĕ ăна паян. Психоактивлă туртмалли çĕнĕ йышши хутăшпа наркăмăшланнă тĕслĕхсем сахал мар, вĕсенчен пурнăçран яланлăхах уйрăлнисем те пур. Шел пулин те, наркотик серепине 20-30 çултисем ытларах лекеççĕ, нумайăшĕ çăлăнса юлаймаççĕ. Халăх алкогольпе аташнин тĕслĕхсем те сахал мар, çавăнпа та Патшалăх Думинче халĕ лавккасенче эрех сутма чармалли пирки калаçаççĕ. Çак темăсем çине шкулта уйрăмах тимлĕх уйăрмалла, вĕрентекенсен çакăн пек хăрушă чирсем çинчен тăтăшах класс сехечĕсенче, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче, уроксенче аса илтермелле, калаçмалла, асăрхаттармалла, пур енлĕн ачасене сыхласа хăвармалла, пулăшмалла.

Унтан яваплă çынсем информаци кунĕн темисене педколлективпа тĕл пулса сÿтсе яврĕç. Михаил Анатольевич çавăн пекех пенси фондĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, улшăнусемпе паллаштарчĕ. Районта «пĕр чÿречеллĕ» нумай функциллĕ центр уçăлни икĕ çул çитет, пĕлтĕр 45 пулăшу илме май пулнă пулсан, кăçал ытларах. Çав шутра пенси фончĕн 16 пулăшăвне те НФЦ-ра илме пулни çинчен палăртрĕ. Уйрăмах вĕрентекенсем пенсипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

Пинер ял тăрăхĕ. Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе-аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ А.Тихонов Пинер ял тăрăхне çитсе килнĕ. Информаци кунĕн темисемпе ялти библиотека ĕçченĕсемпе шкул коллективне паллаштарнă. Ытти информаци ушкăнĕсем Чулкаспа Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи ял халăхĕпе тĕл пулса калаçнă.

 



24 ноября 2014
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter