Чăваш Ен Премьер-министрĕ Иван Моторин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа уявлама палăртнă йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче, Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине уявласа ирттерме палăртнă Йĕркелӳ комитечĕн кулленхи ларăвне пуçтарнă. Йĕркелӳ комитечĕн членĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен пурнăç условийĕн шайне социаллă экономика тĕлĕшĕнчен лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова аслă ăрури çынсене эмелсемпе, медицина тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ  пулăшусемпе тивĕçтернине асăннă. Ветерансен пурнăç условийĕсен шайне ӳстерес тĕлĕшпе республикăри районсемпе хуласенче халăха социаллă хӳтлĕх паракан органсенче тимлекенсем тата тĕрлĕ ветерансен организацийĕсенче вăй хуракансем тăтăшах вăрçă ветеранĕсен, вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕсен,  тыл ĕçченĕсемпе сусăрланнă аслă ăрури çынсен пурнăç условине тĕрĕслесе тăни пирки каласа хăварнă. Май килнĕ таран вĕсене пурне те тивĕçлĕ пулăшу парса пынине палăртнă. Чăваш Республикин Премьер-министрĕ Иван Моторин республикăри муниципаллă пĕрлешӳсенче ĕç-пуç еплерех пынипе кăсăкланнă, пур ветеран та пулăшусемпе усă курнипе курманни пирки ыйтса пĕлнĕ. «Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикинчи саккун йĕркисемпе килĕшӳллĕн, çӳлерех  палăртнă категорире тăракан пур ветеран та пулăшусемпе туллин усă кураççĕ», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова. Премьер-министр Иван Моторин ветерансемпе куллен тĕл пулассине çивĕчрех йĕркелесе пымаллине каланă. Чăваш Республикин строительство министрĕ çумĕ Александр Грунин хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ 2008 çулта çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче йышăшшă Указпа килĕшӳллĕн, вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Вăл каланă тăрăх, 2014 çулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 277 ветеран хăйсен хваттерĕсене анлăлатма ыйтупа черетре пулнине асăннă, вĕсенчен 128-шĕ кăçалхи çул черете тăнине каланă. Пур-пĕрех районсемпе хуласенче ветерансене хваттер черетне тăратас ыйту малалла пырать-ха. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин асăннă ыйтупа активлăрах ĕçлесе пыма чĕнсе каланă пухăннă ĕçчешсене. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва пĕтĕмпех татса парсан та вырăнлă пулнине палăртса хăварнă Иван Мотроин Премьер-министр. Оргкомитетăн членĕсем Тăван çĕр-шыва хӳтĕлесе пуçне хунă салтаксене чыс туса лартнă палăксемпе ытти асăну вырăнĕсене уйрăмах тасатса тирпейлесе тăратмаллине пухăннисем курăмлăн  сӳтсе явнă.   



25 ноября 2014
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter