Конкурсра - купăста çинчен

Халăх хушшинче йăла-йĕркене аталантарас, граждансене, ял хуçалăх предприятийĕсене продукци туса илессине тата тирпейлессине вăйлатма пулăшас тĕллевпе районта «Ох, капуста хороша!» ятпа пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Унта Элĕк, Мăн Вылă, Вутлан, Тени, Юнтапа шкулĕсенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.

Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Ода капусте» номинацире 5-8 тата 9-11-мĕш классем хушшинче Элĕк вăтам шкулĕнчи Юлия Леонтьева тата Анастасия Романова пĕрремĕш вырăна тухрĕç.

«Капуста не пуста, сама летит во уста» номинацире 1-4-мĕш классенчен Элĕк вăтам шкулĕнчи Арина Алексеева, 5-8-мĕш классенчен Мăн Вылă вăтам шкулĕнчи Кристина Иванова малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.

«Обучались мы искусству - фотографировать капусту!» номинацире Мăн Вылă вăтам шкулĕнчи Виктория Тихонова çĕнтерÿçĕ пулчĕ.



26 ноября 2014
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter