Ăшă кăмăлпа аса илчĕç

Ял çыннисем, сумлă хăнасем малтанах Ионикия  Борисова çуралса ÿснĕ çурт тĕлне пухăнчĕç. Тирпейлĕ кил хуçалăх хуçи Борис Борисов пурне те кăмăллăн йышăнчĕ.

Уява Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Козлов уçрĕ.

- Эпир паян паллă ентешĕмĕре, Элĕк район больницинче тĕп врачра çирĕм çичĕ çул ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнĕ Ионикия Владимировна Борисова, çуралнăранпа 90 çул çитнине чысласа пухăнтăмăр, - терĕ Эдуард Германович.

Вăл вырăнти культура ĕçченне - Тури Вылăри библиотека ертÿçине Зоя Степановăна сăмах пачĕ.

- Çак кунсенче Ионикия Владимировнăн хĕрĕнчен - Болгарире тухтăрта ĕçлесе пурăнакан Наталия Потрикеевăран (Милановăран) çыру илтĕмĕр, - терĕ Зоя Михайловна.

«Хаклă ял-йыш, тăвансем! Манăн аннене чыслама шутланăшăн сире пысăк тав. Вăл чăннипех те хăйĕн пурнăçне тăван тăрăха аталантарас, район çыннисене ырă тăвас ĕçе халалларĕ. Тĕрлĕрен чир ан пултăр тесе нумай тăрăшрĕ. Хăйĕн врач ĕçне трахома чирĕпе кĕрешнинчен пуçларĕ те çĕнтерчĕ. Анне врач пулăшăвне, сиплевне туллин тăвасшăнччĕ. Çав тĕллевпе ку чухнехи больница корпусĕсен строительствине пуçарса ярса вĕçлерĕ. Эсир паян манăн чи çывăх çыннăма чысласа Асăну хăми уçатăр. Çавăншăн район тĕп больницин, Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕсене, Тури Вылăри библиотекăна, хаклă тăванăмăра Борис Борисова, ял çыннисене пысăк тав. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп», - тесе çырнă çырура.

Тури Вылă ялĕнче 1924 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă, «Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ врачăн - Ионикия Борисовăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн ÿсĕмĕсем мĕнле-ха; Çавăн çинчен яр уççăнах каласа пачĕç Тури Вылăри тата Ураскилтри вулавăшсен ертÿçисем Зоя Степановăпа Альбина Козлова.

Ÿсĕмсем, ÿсĕмсем...

Ионикия Борисова Элĕк район больницин тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта Тушкассинче, Прашкушкăньре тата Эренарта фельдшер-акушер пункчĕсем уçăлнă. 1963 çулта инфекци уйрăмĕн 35 вырăнлă çуртне ĕçе янă. 1969 çулта тĕп больница администрацийĕн çуртне туса пĕтернĕ. Унта бухгалтери, стоматологи тата ЛОР кабинечĕсем ĕçленĕ. Кĕçех ачасене валли сĕт хатĕрлекен кухньăн щитлă çурчĕ çĕкленнĕ. Хыççăн - физиотерапи уйрăмĕ валли те. Унта сиплев ĕçĕсене вунă çул таранах - 1986 çулччен ирттернĕ. 1976 çулта администраци çурчĕ çумне тепĕр çурт тĕксе купаланă. Кунта халĕ те администраципе бухгалтери ĕçлеççĕ. 1977 çулта 2 операци залĕнчен тăракан 30 вырăнлă хирурги уйрăмĕн çуртне туса пĕтернĕ. 1982 çулта пирвайхи пулăшу паракан уйрăма тата флюрографи кабинетне хута янă. 1983 çулта сменăра 300 çынна йышăнма пултаракан 2 хутлă поликлиника çурчĕ çĕкленнĕ. Кунта, пĕрремĕш хутĕнче, ача-пăча консультацийĕ. Çав çулах сиплев корпусне тума пуçланă, ăна 1986 çулта ĕçе янă.

Ионикия Борисовăна сума суса сăмах калакансем те йышлăн пулчĕç.

- Тури Вылă ялĕн хисеплĕ çыннисем! Эсир хăвăр ентешпе чăннипех те савăнма, мухтанма пултаратăр. Вăл мĕн тери тăрăшуллă та пултаруллă çын пулнă. Ионикия Владимировна Чăваш Еншĕн, пирĕн çĕр-шывшăн та ырă тĕслĕх. Тав сире çавăншăн туривылăсем, - терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин.

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Харитонов, районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Василиса Архипова Ионикия Борисова хăй вăхăтĕнче район тата тĕп больница аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç.

Тури Вылăра çуралса ÿснĕ, хаплĕ Витеçÿч ялĕнче пурăнакан Зоя Димитриева ĕç ветеранĕн асаилĕвĕ те пухăннисене шухăша ячĕ, хумхантарчĕ.

- Эпир Ионикия Борисовăпа пĕр урамра ÿссе çитĕннĕ, кÿршĕллĕ пулнă. Ионикийăн ачалăхĕ питĕ нушаллă, чухăнлăхра иртрĕ. Унăн ашшĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Амăшĕпе иккĕшĕ пушар инкекне те курчĕç. Çиме çăкăрĕ, тăхăнма çи-пуçĕ те пулман унăн. Вăл институтра мучăшĕ хăйĕн салтак шинелĕнчен çĕлесе панă пальтопа вĕренчĕ. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе врач профессине алла илчĕ, питех те кирлĕ те усăллă çын пулчĕ, - пĕлтерчĕ ентешĕ çинчен Зоя Димитриевна.

Чи хумхануллă самант -  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Ванеркин тата хисеплĕ кил хуçи Б.Борисов пÿрт çинчи хĕрлĕ пусмана сиреççĕ те, ума типтерлĕ çырса хатĕрленĕ Асăну хăми тухса тăрать. Çапла вара ĕмĕр-ĕмĕрех асра юлĕ Тури Вылăн мухтавлă хĕрĕ.

Юбилей уявĕ ялти вулавăшра малалла тăсăлчĕ. Кунта Ионикия Борисовăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентаци ирттерчĕç. Уява район администрацийĕн культура секторĕн ертÿçи Людмила Семенова та хутшăнчĕ.

Юлашкинчен туривылăсем Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи артистсен концертне курса савăнчĕç.

 



26 ноября 2014
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter