Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтанах республика Пуçлăхĕ социаллă тĕлĕшĕнчен яваплăха туйса ĕçлекенсене  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн преми лауреатне памалли пирки хисеплĕ ят çинчен Указа алă пусса çирĕплетнине асăннă. 2014 çулта хисепе Çĕмĕрлере ятарлă автомобильсем кăларакан завод,  Шупашкарти электромеханика заводчĕ тата «Микрохирургия глаза»  тата "Контур" ОООсем тивĕçнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятисен ертӳçисене тав сăмахĕ каланă, организацисенче тимлекенсене яваплăха туйса эффективлă ĕçлесе пынишĕн ырăпа асăннă. «Предприятисем уççăммăн ĕçлеççĕ. Мĕн-пур налоксене вăхăтра тӳлесе пыраççĕ, ĕçлекенсене шалупа та вăхăтра тивĕçтереççĕ. Ку - чи пахи», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Республикин  ĕç ветеранĕ ята илме стаж пĕчĕкленнĕ пирки калакан Указ çинчен чарăнса тăнă. Калăпăр, арçынсен – 42 çул та 6 уйăх пулĕ, хĕрарăмсен – 37 çул та 6 уйăх ĕçлесе стаж пухмаллине палртнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç ветеранĕ ята илме ĕç стажне пĕчĕклетесси пирки пĕр хутчен çеç мар халăхпа канашланине аса илнĕ. Тĕрлĕ обществăлла организацисен шухăшне те тĕпе хывнă. Ĕç коллективĕсенче те тăтăшах сӳтсе явни пуриншĕн те вăртăнлăх мар. Профсоюз организацийĕсем те асăннă ыйтăва темиçе хут та пăхса тухнă пулнă. Халĕ вара пур те пĕр ăнлав патне çитнĕ – стажа пĕчĕклетме йышăннă. Нумаях пулмасть «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти регионти уйрăмĕ  республика бюджетĕнчен патшалăх служащийĕсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама уйăрмалли субсидисен виçине те çак çӳлерех асăннă ыйтăва татса пама уйăрма сĕнӳпе тухнă пулнă. Шухăш пурне те килĕшнĕ. Пур те ветерансене пулăшас пирки ырăпа çеç канашласа илнĕ.  "Указ Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ тава тивĕçлĕ  ята илме пулăшать, унпа пĕрле соцаллă пулăшусем те куçĕç. Чăваш Енре 10 пин çын патнелле çак  ырлăха туйĕç, тепĕр тесен вĕсем, хăй вăхăтĕнче хуçалăхсенче экономикăна аталантарас ĕçре сахал мар вăй хунă пулнă», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех пухăннă ĕçчешсене Мускава ĕçлĕ визитпа кайса килни çинчен пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администраци ертӳлĕхĕпе тĕл пулни пирки чарăнса тăнă. Калаçу вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указĕсем Чăваш Енре еплерех пурнăçа кĕрсе пыни пирки çинчен сӳтсе явнă. «Бюджет проектĕнче указсене кĕртнĕ ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕклĕ пăхса хăварнă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан пур ĕç те йĕркеллĕ пурнăçланса пырать. Кăçалхи çула 2013 çулхипе танлаштарсан, самай ăнăçлаăрах вĕçлесе пыратпăр. Экономика кăтартăвĕ, ĕç укçипе тивĕçтересси, кăçалхи çул 9 уйăх кăтартăвĕсемпе илес пулсан туллин пурнăçланни пысăк  пĕлтерĕшлĕ», - тесе уççăммăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ  ĕç тăвакан влаç органĕсем эффективлă ĕçлесе пынишĕн, Чăваш Ен Раççей Правительствин 165 млн. тенкĕллĕх грантне çĕнсе илнине асăннă, республика Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче 14-мĕш вырăна тухни пирки палăртнă. Хисепе тивĕçсе илнĕ укçа-тенкĕпе Шупашкарта ача сачĕ хăпартса лартма палăртса хунă. Михаил Игнатьев Правительство членĕсене, муниципалитетсен ертӳçисене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата ыттисене те   яваплăха туйса лайăх ĕçлесе пынишĕн тав тунă. Ларура 2015 çулта федераллă саккунпа килĕшӳллĕн, ветерансене хваттерсемпе тивĕçтерме Чăваш Енри саккун проектне те пăхса тухса йышăннă.  Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче 2010 çултан пуçласа Раççей Президенчĕ кăларнă Указа пурнăçа кĕртсе 5,5 пин вăрçă ветеранĕн пурнăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панине палăртнă. 2015 çулта Чăваш Республикинче ветерансене, сусăрланнă çынсене тата вĕсен çемьисене хваттер ыйтăвне татса пама федераци бюджетĕнчен субвенци мелĕпе  304 млн. 112  пин тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Çак пулăшупа 280 граждан хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парĕç.  Ветерансене 2015 çулта социаллă пулăшу парса хваттер ыйтăвне татса пама, пĕр хутчен парса тивĕçтерекен укçана та куçарма йышăннă. Ку хутăнче халăх дружинисем пирки сăмах пуçарнă.  Вĕсене халăхра ыттисенчен уйăрма ятарлă кăкăр çине çакмалли тата ытти пĕлтерĕш паллисемпе тивĕçтермелли пирки калаçу хускатнă.  Обществăлла вырăнсенче йĕрке тăвассинче халăх дружинисем пысăк вырăн йышăннине каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çавăнпа та вĕсене пулăшассипе укçа-тенкĕне саккунпа килĕшӳллĕн пăхса хăвармалли пирки уççăммăн каланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ  Александр Иванов министерствăн ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа хăварнă, çитĕнӳсемпе  çитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă. Ларура уйрăм категорире тăракан граждансен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса памалли пирки те сӳтсе явнă. Ялти шкулсенче спорт залĕсене юсав ĕçĕсене тата тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме укçа тенкĕ уйăрмаллин йĕркине йышăннă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владмир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, 20 млн. тенкĕ уйăрнă укçапа туллин усă курнине палăртнă, 26 спортзалта юсав ĕçĕсене йĕркелесе тĕрлĕ хатĕрсем туяннине пĕлтернĕ.  «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне тивĕçлипех йĕркелесе ирттерсе янă хыççăн, республика федераци бюджетĕнчен 13 млн. тенкĕ укçан пулăшу илнĕ, вĕсемпе те Чăваш Енри шкулсенче 14 спортзалта юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ытти ыйтусене те пăхса тухнă, пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



26 ноября 2014
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter