Професси суйлама пулăшаççĕ

Чăваш Енре «Эсĕ професси суйлани» акци иртрĕ. Акци вăхăтĕнче район хаçачĕн редакцийĕнче те профориентаци занятийĕ йĕркелерĕмĕр. Унта  Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Редакци ĕçченĕсем ачасене район хаçачĕн историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Вĕренекенсем журналистсене ыйтусем пачĕç, професси çинчен нумайрах пĕлме тăрăшрĕç. Журналистăн пĕр вăхăтрах  психолог та, экономист та пулмалла. Чи кирли - хамăр суйласа илнĕ профессие юратмалла.

Ачасем хаçата пичете мĕнле хатĕрленипе те кăсăкланчĕç. Мастер-класс пурне те килĕшрĕ.



26 ноября 2014
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter