Элĕк районĕ: ырă ячĕ халăх асĕнче юлĕ

Тури Вылă - районти пысăк ялсенчен пĕри. Кунта килекене Ленин урамĕ кĕтсе илет тейĕн. Унпа иртнĕ чухне икĕ енче те капмар та илемлĕ çуртсем мĕлтлетсе юлаççĕ. Паллах, пурте çапла мар-ха. Вăрăм урамра хуçасăр юнисем те пур. Кусем вара мĕскĕннĕн те тискеррĕн курăнса чун-чĕрере ырату туйăмĕ çуратаççĕ. Мĕнех тăвăн, ватăлать Тури Вылă, лăпкăн кăна пурăнман-ха пысăк ял. Вăл сахал мар ывăл-хĕре вăй-хăват парса пурнăçăн анлă та тĕрĕс çулĕ çине кăларнă. Кунта чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралса ÿснине пĕлетпĕр. Элĕк Енĕн мухтавлă хĕрĕ, Чăваш АССР тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ Ионикия Борисова та Тури Вылăран. Çак кунсенче шăпах вăл çуралнăранпа 90 çул çитнине уявлама пухăнчĕ те ял-йыш.

 



26 ноября 2014
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter