Сочинени экзамена хутшăнма ирĕк парать

Кăçалтан Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука минстерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ программипе вĕренекенсен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухас пулсан вырăс чĕлхипе сочинени (изложени) çырмалла. Филологсем ку çĕнĕлĕхе ырласа йышăнчĕç. Вĕсен шучĕпе, юлашки çулсенче çитĕнекен ăрăвăн калаçу чĕлхи те, тĕрĕс çырасси те палăрмаллах хавшарĕ-мĕн. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн чĕрисенче черетлĕ тĕрĕслев вара шиклĕх çуратрĕ. Ку енĕпе шкулсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынине районти вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕпе В. И. Семеновăпа тишкертĕмĕр.

- Кăçал вун пĕрмĕшĕнче пĕлÿ илекенсен вырăс чĕлхипе тата литературипе сочинени çырмаллине малтанах асăрхаттарнă. Ашшĕ-амăшне те пĕлтернĕ. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев раштав уйăхĕн виççĕмĕшĕнче иртет. Унăн кăтартăвĕ шкул ачине пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма çул уçса парать. Районта пурĕ 120 вĕренекен сочинени çырать. Сывлăх енчен хавшак ачасен изложени çырма юранине саккунпах çирĕплетнĕ. Пирĕн районта вун пĕрмĕшĕнче хевтесĕр пĕр ача пĕлÿ илет. Вăл та тантăшĕсем пекех экзаменра сочинени çырассине пĕлтерчĕ, - палăртать Валентина Ильинична.

Çавăн пекех асăннă кун унчченхи çулсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пĕтернисем те тĕрĕслев ĕçне хутшăнма пултараççĕ. Çакăн çинчен вĕсен Шупашкарти Шкул тăкăрлăкĕнчи 10-мĕш «а» çуртра вырнаçнă Республикăри информацие хатĕрлекен регионти центрне икĕ эрне маларах ыйту çырмалла пулнă.

Районти шкулсенче вĕренекенсен ĕçĕсене тĕрĕслеме вырăс чĕлхине вĕрентекенсенчен тата вĕренÿ учрежденийĕн администрацийĕнчен ятарлă комисси йĕркеленĕ. Комиссире виçĕ çынран кая пулмалла мар. Çавăн пекех унта экзамен тытакан ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн пулмалла мар. 

- Экзамен 10 сехетре пуçланать. 3 сехет те 55 минут пырать. Сывлăх енчен хавшак ачасене тĕрĕслев ĕçне çырма тата 1,5 сехет хушса параççĕ. Экзамена вĕренекенĕн хура тĕслĕ çыракан пастăллă ручка, паспорт илсе кĕмелле, унсăр пуçне печени, улма-çырла сĕткенĕ, шăккалат, орфографи словарĕ илме юрать. Сочинени çырнă чухне фото-, аудио-, видеохатĕрсемпе, литература материалĕсемпе, хатĕр сочиненисемпе усă курма ирĕк памаççĕ, - ăнлантарать районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ.

2014-2015 вĕренÿ çулĕнчи пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн тематикин пилĕк енне палăртнă. Вĕсем «Недаром помнит вся Россия...» (М. Ю. Лермонтовăн 200 çулхи юбилейĕ тĕлне), «Çыншăн вăрçă хускатнă ыйтусем», «Этем тата çут çанталăк - çĕр-шыв тата тĕнче литературинче» , «Ăрусен тавлашăвĕ: пĕрле е уйрăмшар», «Çынсем мĕнпе пурăнаççĕ;» çинче никĕсленнĕ темăсене вĕренекенсем экзамен умĕн тин пĕлĕç. Шкул ачин ĕçне тишкернĕ чухне пилĕк енчен хак памаллине те çирĕплетнĕ. Шухăшлав тексчĕ темăпа тÿр килет-и, материалăн логика ăнлантарăвĕ пур-и (литература хайлавĕсемпе çыхăнтарни), ĕçе композици тĕлĕшĕнчен еплерех йĕркеленĕ, сăмахсемпе предложенисене тĕрĕс çырнă-и; Унчченрех сочинение ятарлă паллăсемпе хакланă пулсан хальхи тĕрĕслевре икĕ тĕрлĕ хаклав çеç пулĕ: «шута илнĕ» е «шута илмен». Тĕрĕслев ĕçне пурнăçлайманнисене тепĕр хут экзамен тытма май параççĕ. Çакна валли ятарласа нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче тата çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче кун уйăраççĕ. Çакна та палăртмалла, хăйсен сочинени паллипе килĕшмен вĕренекенсем вĕсемпе паллашнă хыççăн икĕ кун хушшинче ăна тепĕр хут тĕрĕслеттерме ыйтса çырма пултараççĕ.

- Техника енĕпе ĕçлекен ятарлă специалист кашни вĕренекене регистраци тата сочинени бланкĕсене копи туса илет. Шкул директорĕ вĕсене комисси эксперчĕсене тĕрĕслеме тата паллă лартма валеçсе парать. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн вĕсене директора каялла тавăрса параççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи çирĕплетнĕ яваплă çын копи бланкĕсенчи паллăсене вĕренекенсен оригиналĕ çине куçарать. Техника енĕпе аслă пĕлÿ илес тĕллевлисемшĕн «шута илнĕ» паллăна илни те çителĕклĕ. Гуманитари факультетне суйлас тĕллевлисен вара уйрăмах тăрăшуллăрах пулма тивет. Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем çумне сочиненишĕн 10 балл таранах хушса пама пултараççĕ. Сочиненисем (шкулта - хут çинче, базăра - электронлă майпа) тăватă çул упранаççĕ,- калаçăва вĕçленĕ май палăртрĕ В. Семенова.

 Хаçатăн черетлĕ номерĕсенче математика, географи предмечĕсемпе, вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе экзамен тытмалли улшăнусем çинчен каласа парăпăр.



26 ноября 2014
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter