Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашлăвĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пынă

 Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашлăвĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пынă. Чăваш Республикинчи территорийĕсенче муниципаллă пĕрлешӳсенче тата патшалăх валли кирлĕ хатĕрсене туянма тăратнă таварсен тытăмĕнче саккуна пăхăнса ĕçе йĕркелесе пыни пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Чăваш Республикин прокурорĕ  Владимир Метелин хăйĕн сăмахĕнче патшалăх тата муниципалитетсен заказĕсене тунă чухне ытларах коррупции тăвас хăрушлăх пуррине асăннă. Палăртнă тытăм ĕçне тĕрĕсленĕ хыççăн, республикăри прокуратура 2014 çулта 327 йĕркене пăснă тĕслĕхе çирĕплетнĕ, вĕсенчен 5-шĕпе уголовлă майпа ĕç пуçарнă. Федерацин монополипе хирĕçле службн Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕ 2014 çулта 295 çăхава (жалоба) пăхса тухнине асăннă, вĕсемпе 66 хушу панине пĕлтернĕ, кулленех пурнăçланă пирки те палăртса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  Федерацин монополипе хирĕçле службн Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕ тепре чухне хĕрхенерех хушусене панине палăртнă. Ыйтăва çирĕпрех тĕрĕслеме сĕннĕ. Енчен те кун пек  çеç ĕçе пурнăçласа пырсан, малашне тата та йывăрлăхсем сиксе тухма пултарнине каланă. Ун чухне вара патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе усă куракансем кăмăллă пулманни те куç кĕретех пулĕ. «Конкурса хутшăнакансем, хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламанни сисĕнет. Хаксене те чакарса пăхаççĕ. Ача сачĕсене хута ярас ĕçре кăлтăксем туса пыраççĕ. Палăртнă графика пăхăнса ĕçлеменни те куç кĕретех. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярас ĕçре час-часах йывăрлăхсем сиксе тухни те сисĕнет. Пурăнакансенчен жалбăсем кулленех килсе пыраççĕ. Ун пек чухне мĕнле те пулин йышăну çирĕплетме йывăртарах. Предпринимательсем, хăйсен яваплăхне туйманнисем, темĕн тĕрлĕ сăлтав та шыраса тупĕç, ыйтусенчен пăрăнас тĕлĕшпе. Пирĕн вара пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра хута ярасси. Эпир пĕр-пĕр объекта çулталăк çулталăкĕпе тăсса пыма пултараймастпăр. Тепре чухне кун пек ĕçлесе пырсан, ыйтăва политика çине те куçарма пăхакансем тупăнаççĕ. Ыйтăва мĕнле татса пама шутлатăр?», - тесе ыйтнă Михаил Игнатьев,  Федерацин монополипе хирĕçле службн Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсенчен. Чăваш Республикн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн доклатĕнче муниципалитетсемпе ĕç тăвакан влаç органĕсенче  таварсене туянассипе тăратнă конкурс ĕçĕсене тĕрĕслени пирки каласа кăтартнă. Министр каланă тăрăх республикăра ĕç тăвакан влаç органĕсенче 28 тĕрĕслев, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенче 6 тĕрĕслев йĕркеленине асăннă. Патшалăх тата муниципалитет контракчĕсене  пурĕ 535 тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсенче 136 йĕркене пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă. Чи нумай йĕркене пăснă тĕслĕх - Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социалă аталану министерствине пăхăнакан учрежденисенче тупнă. Тĕрĕслеве çакăн пекех Чăваш Енри тĕрĕслев палатин ĕçченĕсем те кӳлĕннĕ. 2012-2013 çулсенче Муркаш районне республика хыснинчен укçа-тенкĕ трансферт мелĕпе куçарса панă. Унпа тĕрĕс усă курнипе курманнине те çийĕнчех тĕрĕслеме май килнĕ. Районти Ярабайкасси ял тăрăхĕнче кăçал нарăс уйăхĕнче нумай ачаллă çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Анчах та, çурт ăш-чики нимĕнле нормăна та пăхăнса тăман. Контракта кĕртнĕ пĕр условине те пурнăçламан. Çурта хăпартма республика бюджетĕнчен 1,4 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă, анчах тăкак, клăхах, çемье çак асăннă çурта, пурăнма май çуккипе куçайман. Тĕрĕслев ирттернĕ чух, çак пăтăрмах çиеле тухнă. Ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан граждан çине уголовлă майпа ĕç  пуçарнă. Михаил Игнатьев çак тĕслĕхе тĕлĕнмелле факт тесе асăннă. «Укçа-тенкĕне эпир муниципалитетсене куçарса паратпăр. Вĕсен çак пулăшупа нумай ачаллă çемьесене тивĕçтермелле. Район администраци ыйтăва пĕтĕмпех ял поселени шайне куçарса парать. Кунтан пуçланать те пăтăрмах. Айван специалистсем тӳрĕ кăмăллă мар подрядчиксен аллине лекеççĕ. Яваплăха туйса ĕçлемен, харпăрхăй тупăшне ӳстерме кăмăл тăвакансем, шăхвăртса хăвараççĕ ял администрацинче ĕçлекенсене. Пирĕн тĕллев – нумай ачаллă çемьесене хăтлă çуртсемпе тивĕçтересси. Çавна валли эпир укçа-тенкĕ уйăратпăр. Халĕ вара пачах урăхла пулса тухать. Çемьесем нуша кураççĕ», - тесе пăшăрханса пĕлтернĕ хăй шухăшне республика Пуçлăхĕ. Харсăр, пуйма шутланă подрядчиксене вăхăтĕнчех тупса палăртса тĕрĕслеве илсе пымалла. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче нимĕнле пăтăрмах та пулмалла мар. Конкурс ĕçне тăратнă ĕç хучĕсене çирĕп тĕрĕслемелле. Саккуна пăхăнса йĕрке тытса пымаллине палăртнă ларăва пухăннисем.



27 ноября 2014
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter