Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Регионсем хушшинче ирттерекен Х-мĕш форума хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци библиотекинче Регионсем хушшинче ирттерекен Х-мĕш форума хутшăннă. Пухăннисем ăнăçлă бизнесăн практикипе стратегине сӳтсе явнă. Асăннă мероприятие Пĕтĕм тĕнчери тата Европăра ирттерекен пахалăх эрнин кунне халалланă. Хăнасем умĕнче тухçа калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче вăйлă конкуренци тапхăрĕнче шăпах таварсемпе пахалăх тата хаксем енчен килĕшӳллĕн тивĕçтерекенсем çĕнсе илнине асăннă. Патшалăх влаç органĕсенче тимлекенсен тĕллевĕ – предпринимательсене аталантарма витĕм кӳрсе пырасси. Граждансене предпринимательлĕх ĕçĕнче харпăр хăй тĕллĕн аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси те кун йĕркинчех пулĕ. Енчен те Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем пирки калас пулсан, тĕнче шайĕнче хисеплипех палăрни куç кĕретех. Республикăри 230 организаци пахалăх стандартне тĕнче шайĕнче çирĕплетсе сертификата тивĕçнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форума хутшăннисене пурне те  çăмăлах мар условисенче кирлĕ пек мерăсем йышăнса ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă, çывхарса килекен Анне кунĕ ячĕпе саламланă, çемьере телей тата ăнăçу суннă.  2014 çулта ирттернĕ пахалăх конкурсĕн лауреачĕсене торжествăлла майпа саламланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче: «Микрохирургия глаза» тата «Контур ОООсем, Шупашкарти электромеханика заводчĕ, Çĕмĕрлере ятарлă автомашинăсем кăларакан завод. Раççейри 100 чи лайăх таварсем конкурсра диплома çĕнсе илнисем - «АККОНД» АУО, «Ядринский мясокомбинат Чувашпотребсоюза» ООО, «Чулочно-трикотажная фабрика» ООО, «Чебоксарское производственное объединение имени В.И. Чапаева» ООО, «Чебоксарский электромеханический завод» (АХП «ЧЭМЗ»), «Научно-производственный комплекс «ЭЛАРА» имени Г.А. Ильенко» АУП, ФБУ «Чувашский ЦСМ», ФГБУ «Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования» . 2014 çулта пахалăх облаçĕнче пысăк çитĕнӳсемпе ĕçленишĕн «Химпром» АУП технический директорне Юрий Ефимова Хисеп паллине парса сума суннă. Чăваш Республикин пахалăх маркине çĕнсе илнисем хушшинче -  «Чувашхлебопродукт» АУО филиаолĕн Шупашкарти элеваторĕ, Шупашкарти агрегат завочĕ, «Химпром» АУО, «Экро» Проект центрĕ ООО, Шупашкарти 112-мĕш №-лĕ ача сачĕ. Чăваш Республикинче пахалăх çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни паллă. Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи технологисемпе стандартсем уççмăнах ирĕклĕн тĕрлĕ тытăма кĕрсе вăй илсе пыраççĕ. Строительство, медицина, вĕренӳ, бизнес, агропромышленноç комплексĕнче, патшалăхпа муниципалитет управленийĕнче те активлă ĕçлесе пыни никамшăн та вăртăнлăх мар. Юлашки 16 çул хушшинче республикăра çулсеренех пахалăх кунне халалласа, форум е конференци йĕркелесе иртереççĕ. Уйрăмах юлашки çулсенче çак ĕçсене регионсем хушшинче, халăхсем хушшинчи мероприятисем тесе йышăннă.  Регионсем хушшинчи Х-мĕш форум республикăра чӳк уйăхĕн 27-28 кунĕсенче иртĕ.



27 ноября 2014
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter