Чăваш Халăх артистне Иван Христофорова ĕмĕрлĕхех патшалăх пособине пама йышăннă

Чăваш Республикин Президенчĕ 1994 çулта çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшӳллĕн, культурăра тава тивĕçлĕ ĕçсем туса пынишĕн, уйрăм çитĕнĕсемпе ĕçленишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă Хушăва алă пуснă. Асăннă хисепе Чăваш Халăх артисчĕ Иван Христофорова панă. Ăна ĕмĕрлĕхех кашни уйăхрах патшалăх пулăшăвне илсе тăмалла тунă.  Çак пулăшăва культурăпа наука ĕçĕ-хĕлĕнче, Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем туса пынишĕн, пенси çулне çитсен, ĕмĕрлĕхех  илсе тумалла тунă. Çакнашкал хисепе тивĕçнисем халлĕхе вĕсем вăтăр çын. Хальхи самантра çирĕм тăххăрĕшĕ çăмăллăха туйнă та. Чăваш Республикинче Патшалăх премине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи ятарлă комисси  пособие Чăваш Республикин Халăх артистне Христофоров Иван Ивановича пама йышăнса хăварнă.



27 ноября 2014
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter