Чăваш Енре «ТехноНИКОЛЬ: Строительная Академия» вĕренӳ центрĕ уçăлнă

 Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре   «ТехноНИКОЛЬ: Строительная Академия» вĕренӳ центрне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта  çĕнĕ центр хута кайнă ятпа саламланă, строительство тытăмĕ валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрленсе кăларасси  пирки нимĕн иккеленмесĕрех палăртса каланă. Чăваш Енре çак Академине ТехноНИКОЛЬ Корпораципе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине кура йĕркеленсе кайнине палăртнă. Вĕсем Европăра ăшăпа гидроизоляци калăплассипе палăрса тăраççĕ. Михаил Игнатьев компани ертӳçине пысăк квалификациллĕ специалитстсене хатĕрлесе кăларма инвестици хывнишĕн тав тунă. Вĕрентекнсемпе студентсене республикăра ирттерекн конкурсра энергоэффектвлăх тата ăна перекетлесспе Чăваш Енре чи ăста та çĕнтерӳçĕ ята илнĕшĕн ырланă. Асăннă конкурс кăçалхи çул чӳк уйăхĕнче иртнĕ пулнă.  Республика Пуçлăхĕ техникумра бюджет мелĕпе 62 процент студент вĕренине аса илсе хăварнă, çакнашкал йышăну малашне те  упранса юласси пирки каланă. Паян, строительство пайĕ пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ, приоритетлă çул-йĕр шутланса тăрать, Чăваш Ен экономикишĕн те витĕмлĕ.   ТехноНИКОЛЬ Корпорацийĕн Вице-президенчĕ Евгений Войлов тата «Чебоксарский техникум строительства и городского хозяйства» БОУ СПО директорĕ Петр Мишин Чăваш Ен Пуçлăхне тав тунă, центр яланах пысăк квалификациллĕ специалитстсене хатĕрлесе кăларассипе тăрăшса ĕçлессине шантарса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ центрта вĕрентӳ класĕсене пăхса тухнă, пахалăх енчен тивĕçлĕ вĕренӳ пама ачасене валли пур услови те пуррине курса килленнĕ. Чăнласах та пӳлĕмсенче пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем. Чăваш Енре  йĕркелӳçĕсем Вĕренӳ центрĕ икĕ тĕлтре ĕçлеме пуçласси пирки палăртнă. Пĕри Шупашкарти Строительство техникумĕ бази çумĕнче (Шупашкар хули Мускав проспекчĕ, 35 çуртра), кунта студентсене пĕлӳ парĕç,  тепри Шупашкар хулинче Бабушкина урамĕнчи 8-мĕш çуртра пулĕ, кунта вара строительство тытăмнче вăй хуракансем – хăйсен професси шайне ӳстерсе, квалификациллĕ пĕлӳ илме пултараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ калаçăва хутшăннă, строительсто тытăмĕнче вăй хуракан специалистсене тĕнче шайĕнчи пĕлĕве парса вĕсен пахалăхне ӳстерсе пырасси пирки сӳтсе явнă.    Тĕплĕнрех



27 ноября 2014
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter