Пирĕн таса тивĕçĕмĕр

Рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ çакнăранпа çитес çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 çул çитет. Пысăк çухатупа килчĕ çав кун. Республика ăна чыслăн тата мăнаçлăн уявлама хатĕрленет. Йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă анлă ларăвĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсене тишкерчĕç.

Ларура 4 ыйту пăхса тухрĕç.

Малтанах ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова ведомство халĕ пурăнакан вăрçă ветеранĕсене, фронтран таврăнайман паттăрсен тăлăх мăшăрĕсене, тылра лăш курмасăр тăрăшнă хастарсене, фашистсен концентраци лагерĕсенче пулнă чухне çул çитменнисене тата уйрăм категорири çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тунипе тĕплĕ паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра, Галина Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1,8 пин ветеранĕ, 23 пин тыл ĕçченĕ, пуç хунă çар çыннисен 6 пин тăлăх мăшăрĕ, концлагерьсенче асапланнă 93 çын пурăнать.

Хула-районсенче те вăрçă ветеранĕсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрассишĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕсем, консультаци пулăшăвĕшĕн гериатр-врачсем яваплă. Республикăри клиника больницинче медицинăн ятарлă бригадисем вырăна тухса, ветеран пурăнакан çĕре çитсе пулăшу параççĕ.

Ветерансен кил-çуртне е хваттерне патшалăх шучĕпе юсаса хăтлăлатас тĕллевпе кăçал федераци хыснинчен республика бюджетне 100,2 млн тенкĕ транш çитнĕ. Çав суммăран 99,3 млн тенкине 93 ветерана çурт-йĕр е хваттер туянма куçарса панă. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх 75 инвалидпа ветеран санатори-курортра сывлăхне çирĕплетнĕ.

Вăрçă хирĕнчен таврăнсан вилнисене пытарнă масарсене вырăнти влаç органĕсем сăнаса-тирпейлесех тăраççĕ. Уйрăлса кайнă чылай ветеранăн вилтăприйĕ çине çар ведомствин шучĕпе гранит палăксем вырнаçтарнă, килĕсем çине асăну хăмисем çакнă. Юлашки икĕ çулта кăна çак тĕллевпе 5 млн ытла тенкĕ тăкакланă. «Вĕсем хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пурнăçĕсене шеллемен, вĕсен ячĕсене яланлăхах упрамалла тăвасси - пирĕн таса тивĕç», - терĕ çар комиссарĕ Александр Мокрушкин полковник.

Ларура Совет Союзĕн Геройĕн Федот Никитич Орловăн «ИЛ-14» самолетне Улатăр районĕнчи Иваньково-Ленино салинчен Шупашкара куçарса килсе постамент çине вырнаçтарасси çинчен сăмах каллех çĕкленчĕ. Йĕркелÿ комитечĕ ку ыйтупа ĕçлеме ятарлă комисси туса хума сĕнчĕ.

Юрий СТЕПАНОВ



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
27 ноября 2014
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter