Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани

Юратнӑ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннемӗрсем!

Сире ырӑ та ҫутӑ уявпа – Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв пиртен кашнинех юратупа тата чун ӑшшипе ҫупӑрласа витерет, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче аннерен ҫывӑхрах тата хаклӑрах ҫын урӑх ҫук.

 Анне – чи пирвайхи тата тасаран та таса сӑмах, кашни ҫын пурнӑҫӗнчи  пуҫламӑшӗн пуҫламӑшӗ. Эпир аннемӗрсен умӗнче хамӑра нимрен те хаклӑ, сӑваплӑ парне кӳнӗшӗн – пурнӑҫ пилленӗшӗн парӑмлӑ.

Анне ята тивӗҫесси – хӗрарӑмӑн чи ҫутӑ тӗллевӗ. Ачисене кирлӗ пек пӑхса ҫитӗнтерессишӗн, ҫемье пурнӑҫне килӗшӳллӗ те тӑнӑҫлӑ, хӑтлӑ тӑвассишӗн вӑл мӗн пур вӑйне, тӳсӗмлӗхӗпе ӑс-халне парса тӑрӑшать. 

Амӑшлӑхӗпе ачалӑха пулӑшасси, ача амӑшӗпе пепкене сыхласси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси – Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн социаллӑ политикин тӗп тӗллевӗсем. Ҫӗнӗ ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫамрӑк ҫемьесем хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫеҫҫӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума е хушма хуҫалӑх тытма тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парасси, амӑшӗн капиталӗ, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан пособи евӗр хушма социаллӑ пулӑшу мерисем тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти тӗсӗсене палӑртакан программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Тӗллевлӗн ӗҫленине пула Чӑваш Енре уйрӑлусен 1000 ҫын пуҫне тивекен коэффициенчӗ 3,9 хисеппе танлашать. Ку кӑтарту федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки. Республикӑра юлашки виҫӗ ҫул хушшинче халӑх хӑй хальлӗн ӳсни ҫирӗппӗн палӑрать, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 процент чухлӗ пысӑкланнӑ. Паян Чӑваш Енре пурӑнакан кашни вун пиллӗкмӗш ҫемье виҫӗ е ытларах ача пӑхса ҫитӗнтерет тата ҫакӑ социаллӑ норма пулса пырать!

Мӗн пур ача амӑшӗ-хӗрарӑма ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере ӑнӑҫу тата чун ӑшшине сунатӑп! Сирӗн пурнӑҫра хӑвӑрӑн ачӑрсемшӗн савӑнмалли сӑлтавсем ытларах та ытларах пулччӑр!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                          М.Игнатьев



28 ноября 2014
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter