Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей шайĕнче ирттернĕ видео-селектор канашлăвне хутшăннă

Чӳк уйăхĕн  28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей шайĕнче ирттернĕ видео-селектор канашлăвне хутшăннă. Ăна Раççей Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ  çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарас тата регионсенче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес программăпа çыхăннă  ыйтусем пирки сӳтсе явнă. Дмитрий Козак хăйĕн сăмахĕнче граждансене аварийлĕ çуртсенчен  хăтлă хваттерсене куçарас ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Анчах та, паянхи куна Раççей Федерацийĕн уйрăм субъекчĕсенче программăн пĕрремĕш тапхăрĕпе иртмелли ĕçсем кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн пăшăрханнă. Хăш-пĕр регионсенчен нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес ыйту та туллин пурнăçланманнине каланă. РФ строительство Министрĕ  Михаил Мень хăйĕн смахĕнче пурăнма юрăхсăра хăçан çурт тухни ыйтусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттермелли ыйтусемпе калаçнă чухне, халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе  тепре чухне эффективлă усă курманни çинчен каласа хăварнă. Хăш-пĕр регионсенче аварийлĕ çуртсенче пурăнакансем е тата кĕç-вĕç юрăхсăра тухма хатĕрленĕ çуртсенче пурăнакансем те укçа пухнă тĕслĕхсем пулкаланă. Паллах, кун пек пулмалла мар.  Чăваш Енре палăртнă программăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 3824 граждана тепĕр майлă 1424 çемьене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме йышăнса хăварнă.  Финанс тĕлĕшĕнчен укçан калăпăшне пăхас пулсан, 1,376 млрд. тенкĕпе танлашать. Паянхи кун тĕлне 1524 çынна хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе (2014-2015çç) 1,068 млрд. тенкĕ уйăрнă. Çак ырлăха 2946 çын туйса илĕç, 1133 çемье савăнĕ.  Нумай хваттерлĕ çуртсенче пур те усă куракан пурлăха тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме нормативлă право ĕç хучĕсене  пĕтĕмпех йркелесе çитернĕ. Тĕплĕнрех



28 ноября 2014
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter