Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа чи лайăх çемье конкурс çĕнтерӳçисене халалласа ирттернĕ торжествăлла церемоние хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа 2014 çулхи чи лайăх çемье конкурс çĕнтерӳçисене халалласа ирттернĕ торжествăлла церемоние хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май, пирĕн республикăра çак асăннă конкурса 11-мĕш хут йĕркелесе ирттернине палăртнă. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ, çемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси, обществăра унăн хисепне туйма вĕрентесси, йăла-йĕркене упраса вĕренсе пырасси пулнине каланă.  Кăçалхи çул палăртнă уява Анне кунне халалласа ирттернĕ. «Ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси пысăк ĕç. Мĕн авалтанах пирĕн атте-аннесем хăйсен ачисемшĕн ырми-канми тăрăшнă. Эпĕ, чăннипех те сирĕншĕн савăнатăп, мăнаçланатăп. Ачăрсене кирлĕ пек воспитани паратăр. Çĕре çитиччен пуç таятăп», - тесе савăнса хăй шухăшне каланă Михаил Игнатьев.  Правительство хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçласа пынине асăнса хăварнă, çемьесене пулăшас тĕллевпе Чӑваш Енре ҫураласлӑха хавхалантарма хушма майпа федерацин тата республикӑн амӑшӗн капиталӗсене, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн пособи, ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма субсидисем тӳленине, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса панине палӑртнă. Хĕрарăмсен тата Амăшĕсен канашĕсем эффективлă ĕçлени те куç кĕретех. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев сăмахĕсене асăннă: «Çирĕп çемье пулсан, нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар. Ҫемье халалӗсем чӑвашсем хушшинче яланах ҫирӗп пулнӑ. Ҫав тупрана лайӑх сыхласа упрӑр. Ҫемье телейӗ – пурнӑҫри йывӑрлӑх­сен­чен сыхлакан шанчӑклӑ хӳтӗлев», – тесе ӑс панӑ. Шупашкарта пурăнакан Егоровсен нумай ачаллă çемьине çемье конкурсра çĕнсе илнĕскерсене диплом тата асăнмаллăх парне парса хавхалантарнă.  «Çемье  çулталăкĕ» республика конкурсне 158 мăшăр хутшăннă, вĕсенчен финала 28-шĕ тухнă. Конкурса Чӑваш Енре пурӑнакан ҫирӗп сывлӑхлă, ӑшпиллӗхпе юратуллă, хӑйӗн вӑйне шанма пĕлекен, хастар кӑмӑллă, телей тата ырлӑх  сунма, ачасене тĕрĕс-тĕкел ӳстерекенсем, обществăра курăмлă ĕçлесе пыракансем хутшăннă. Тĕплĕрех



28 ноября 2014
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter