Шупашкарти станци çӳмĕнчи урамра автомашина çулне реконструкциленĕ

Шупашкарти станци çывăхĕнчи урамра реконструкци туса ирттернĕ хыççăн автомашина çулне торжествăлла майпа уçнă пулăма, чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. «Раççей чукун çулĕсем» АУП килĕшсе татăлнă хыççăн, Пристанционнăй урамĕнчи чукун çул урлă каçмалли автомашина çулне сарма май килнишĕн ырласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Шăпах та маларах, çак асăннă вырăнта тăтăшах автомашинăсем пухăнса кайнă тĕслĕхсем пулкаланă. Ку çула автомашинăпа çӳрекенсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Палăртнă çул лаптăкне юсав ĕçĕсене йĕркелеме Чăваш Республикин Çул-йĕр фондчĕ урлă  28 млн. тенкĕ патнелле тăкакланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова тата хула ертӳлĕхне,  «Чувашавтодор»  АУП ыйтăва татса парас ĕçре эффективлă ĕçленишĕн тав сăмахĕ каланă. Палăртнă лаптăкра чăнласах та ĕçсене паха, тивĕçлĕ шайра пурнăçланине каланă. «Хулари автомашина çулĕсене ăçта сарнă, унта машинăсем пухăнса кайнă вырăнсем пачах та çук. Транспорт кирлĕ пек пур енне те куçма пултарать. Апла пулин те хулара пурăнакансен пурнăç шайĕ куç кĕретех ырă енне улшăнса пыни курăнать», - тесе уççăммăн палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.  Çул-йĕр сарас ĕçре пысăк яваплăха туйса лайăх ĕçленĕ  «Чувашавтодор» АУП филиалĕн Шупашкарти ТПУра ĕçлекен асфальт хуракан  Алексей Евдокимова, «Чувашавтодор» АУП филиалĕн Вăрмарти ДРСУ прорабне Валерий Герасимова республика символикиллĕ алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



28 ноября 2014
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter