Шупашкарта наукăпа производство комплексĕ «НПП «Бреслер» ООО уçăлнă

 Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «НПП  «Бреслер» ООО наукăпа производствăн çĕнĕ комплексне уçнă ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăннă.  Пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнчере çăмăлах мар экономика аталанăвĕн тапхăрĕнче предприяти тăнăçлă аталанса пырса, проектсем хатĕрлессинче, электороэнергетика тата ытти пайĕсенче кăтартуллă ĕçлесе пырса хăйĕн ӳсĕмĕсемпе пурне та хавхалантарнине асăннă. «Эсир, чăнласах та пысăк яваплăха туйса ĕçлетĕр. Производствăра тимлекенсене нимĕн пытарса тăмасăр, ĕçĕсене кура ĕç укçипе тивĕçтеретĕр. Ĕçĕн пахалăх шайĕ те çӳллĕ шайра тăрать. Аталанса пырас ĕçре инвестици хывса малаллах ăнтăлма тăрăшатăр. Эсир калăпласа кăларакан таварсене тăтăшах пур те ыйтаççĕ. Юпа уйăхĕнче пире пурсăмăра та, çутçанталăк тĕрĕслесе илчĕ. Электричество енĕпе сахал мар кăлтăк кăтартрĕ. Ун чухне, эпĕ шăпах та энергетиксене автоматика хатĕрĕсем кăларакан организаци пурри пирки пĕлтертĕм. Чăнласах та çак хатĕрсем ăçта инкек пулнă вырăнсене тĕп-тĕрĕс тупса палăртма пулăшаççĕ. «НПП  «Бреслер» ООО калăпласа кăларакан хатĕрсем тивĕçлипех кăлтăксене сирсе яма вăхăтра пулăшрĕç», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Предприятийĕн Генеральнăй директорĕ Николай Ефимов наукăпа производство комплексĕ тăватă хутлă çурт,  производствăн лаптăкĕ (3500 м2) йышăннине пĕлтернĕ.   Çĕнĕ комплекса хута яни - призводствăн технологи пайне анлăлатма пулăшать. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарма ирĕк. Чи кирли, паллах, организацире 50 специалиста пысăк ĕç укçи ĕçлесе илме вырăн тупăнать.  Çитес виçĕ çул хушшинче производствăн  таварсен  калăпăшĕ 2,5 - 3 хут та ӳссе каяссине шантарать.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ хута кайнă производство корпусне пăхса çаврăннă. Сумлă хăнана, корпусăн ĕçне çĕклесе лартмаллин иккĕмĕш пайĕ валли хатĕрленĕ ӳкерчĕкĕн макечĕпе те паллаштарнă. Ăна ултă хутлă хăпартма палăртнă. Лаптăкĕ - 4 500 кв.м пулĕ. Объектăн ĕçне 2015 çулта утă уйăхĕнче пуçлама палăртса хунă.  Паян  «НПП  «Бреслер» ОООра 108 çын вăй хурать, вĕсен вăтам ĕç укçин шайĕ – 32 пинпе танлашать. Кунта Чăваш патшалăх университетĕнчен студентсем ĕçлеççĕ,  предприятинче кулленех вĕсене вĕри апатпа апатлантараççĕ. Тĕплĕнрех



28 ноября 2014
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter