Атăлçи федераллă округри регионсенче 2015 çулта ППЭ хатĕрленсе тытасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă

 Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округпа полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич  тата Федерацин вĕренӳпе наука тытăмĕн асăрх службин Ертӳçи Сергей Кравцов йĕркелесе пынă видеоконференцие хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн 2015 çулта патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне Атăлçи федераллă округа кĕрекен регионсенче хатĕрленсе иртерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Ытларах вĕрентӳ пахалăхĕ пирки чарăнса тăнă. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине çивĕчрех вĕрентесси пирки канашланă. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çул раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче шкул ачисем сочинени çырасси пирки регионсен пуçлăхĕсене аса илтерсе хăварнă. Ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрма каланă. Сочинени лайăх çырнипе çырманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Енчен те шкул ачисем сочинение кирлĕ пек çыраймасан, 2015 çулта патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне кĕреймеççĕ. Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ регионсенче асăннă ыйтăва кирлĕ пек йĕркелесе ирттерсе яма условисем çителĕклĕ таран туса памаллине каланă. Чăваш Республикинче юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕсем патне ырă улшăнусем куçнине каланă. Экзаменсем тытакансем, вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса килĕшсе ĕçлени куç кĕретех. Кăтартусем те экзаменсем тытассипе аван. Çакăн пек патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменне тытни пирĕн ялта пурăнакан ачасене конкурентлă, ыттисемпе танах аслă шкулсене вĕренме кĕме ирĕк пачĕ. Ялти шкулсенче вĕренекенсем хапăл тусах çак экзаменсене тытаççĕ, хăйсен пĕлĕвĕ çинчен çирĕплетсе параççĕ. Çулсерен пирĕн шкулта вĕренсе тухакансенчен 78 проценчĕ аслă шкулсене, Раççейри чи лайăх вĕренӳ заведенийĕсене 30 процента яхăн вĕренме кĕни те çакнах çирĕплетсе парать. Маларахри кăтартусене илес пулсан, вăл – 5-6 процентпа çеç танлашнă пулнă. 2014 çулта тыттарнă экзаменсем хыççăн, питĕ тĕплĕн анализ тунă, йĕркене пăсас мар тесе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă. Чăваш Енре ачасене экзаменсем тыттармалли вырăнсен хисепне пĕчĕклетнĕ, паянхи куна вĕсем – 38. Пур çĕрте те видеосăнавсем вырнаçтарнă. Яланхиллех вырăс чĕлхипе экзамен кăтартăвĕсем Раççейри вăтам кăтартупа пăхас пулсан çӳллĕрах пулни савăнтарать. Тата çитменнине  вырăс чĕлхипе лайăх вĕренсе экзамен тытакансен хисепĕ ӳссе пыни паха. Кăтарту: 2014 çулта – 99,69 процент, 2013 çулта  - 99,08 процент, 2012 çулта – 98,78 процент, 2011 çулта – 98,31 процент. Тĕплĕнрех

 



28 ноября 2014
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter